Тантăш № 21 (4639) 30.05.2019
* Пĕрисем кушаксене юратаççĕ, теприсем аквариумра пулă тытаççĕ, виççĕмĕшсем экзотика чĕр чунĕсене усраççĕ. Çапах темиçе ĕмĕр иртсен те этемшĕн тăватă ураллă чи шанчăклă тус — йытă. Шупашкарти 27-мĕш ача садне çÿрекенсем Раççейĕн айăплава пурнăçлакан федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕсем хăйсене служба йыттисемпе паллаштарасса пĕлсен çав тери хĕпĕртерĕç (Кинолог профессийпе паллашрĕç. Вера ШУМИЛОВА)
* Настя Грядасова — çамрăк авторсен пултарулăхĕн «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсĕн çĕнтерÿçи. Вăл кăçал «Поэзи» номинацире çĕнтернĕ (15-21 çулсенчи çамрăксен хушшинче). Шупашкарти 59-мĕш шкулта вĕренекен Настя ача чухнех сăвă çырма тытăннă. Юратнă тема — çут çанталăк, тăван тавралăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… (Хитре сăвăсем ялта çырăнаççĕ)