Комментировать

30 Мая, 2019

Тантăш № 21 (4639) 30.05.2019

* Пĕрисем кушаксене юратаççĕ, теприсем аквариумра пулă тытаççĕ, виççĕмĕшсем экзотика чĕр чунĕсене усраççĕ. Çапах темиçе ĕмĕр иртсен те этемшĕн тăватă ураллă чи шанчăклă тус — йытă. Шупашкарти 27-мĕш ача садне çÿрекенсем Раççейĕн айăплава пурнăçлакан федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕсем хăйсене служба йыттисемпе паллаштарасса пĕлсен çав тери хĕпĕртерĕç (Кинолог профессийпе паллашрĕç. Вера ШУМИЛОВА)

* Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ регионсен шайĕнчи «Ушкăн çăлтăрăн асли» викторинăна пĕтĕмлетрĕмĕр. Ăна ирттерекенсем: Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, конгресăн Йĕпреç районĕнчи уйрăмĕ тата чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ.
Вăйă-ăмăртăва 52 ĕç килсе çитрĕ. Вĕсен йышĕнче — 7-11- мĕш классенче вĕренекен шкул ачисем, студентсем, учительсемпе вулавăш ĕçченĕсем
(Викторина пĕтĕмлетĕвĕ: «Ушкăн çăлтăрăн асли»)

* Настя Грядасова — çамрăк авторсен пултарулăхĕн «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсĕн çĕнтерÿçи. Вăл кăçал «Поэзи» номинацире çĕнтернĕ (15-21 çулсенчи çамрăксен хушшинче). Шупашкарти 59-мĕш шкулта вĕренекен Настя ача чухнех сăвă çырма тытăннă. Юратнă тема — çут çанталăк, тăван тавралăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… (Хитре сăвăсем ялта çырăнаççĕ)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.