Комментари хушас

15 Çу, 2019

Наци библиотекинчи клуб тĕлпулăва чĕнет

ЧР Культура министерстви çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Наци библиотекинчи канмалли кунхи клуб черетлĕ тĕлпулу йĕркелени çинчен пĕлтерет. Хальхинче йĕрелÿçĕсем çул çинчи хăрушсăрлăх тавра калаçу ирттерĕç.

«Грина çăлни» квест-вăйă аслисене те, ачасене те çул çинчи йĕркене аса илме пулăшĕ. Çавнашкалах ачасен «Интеллектуариум» пÿлĕмĕнче «Светофорик» вăйă урокĕ кăсăклă иртĕ. Çакăнтах мультфильмсем курма май пулĕ.

Библиотекăна килнисем ăсталăх класĕсене хутшăнма пултарĕç. Тĕрлĕ ÿсĕмрисене çут çанталăк хатĕрĕсенчен япала ăсталама вĕрентĕç. Кунтах чечек, кĕнеке, картина куравĕсем ĕçлĕç.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: