Комментари хушас

9 Çу, 2019

Шупашкарта «Вилĕмсĕр полк» акци иртрĕ

Кăçал Шупашкарта «Вилĕмсĕр полк» акци 7-мĕш хутчен иртрĕ. Çулсерен çак мероприятире халăх йышланса пырать. Акцире кашни кăмăл тăваканах хутшăнаять-çке.

Паян Чăваш наци библиотеки умĕнче 11 сехетрех çапăçу хирĕсенче пуç хунă е унтан таврăнсан вилнĕ фронтовиксен тăванĕсем пухăнчĕç. Кашнин аллинче — çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕкĕллĕ транспарант.

«Вилĕмсĕр полк» колонни 12 сехетре утма пуçларĕ. Маршрут çакнашкал пулчĕ: Ленин проспекчĕ — К.Маркс урамĕ — Воробьев композиторсен урамĕ — Президент бульварĕ — Хĕрлĕ тÿрем. Паттăрсен тăванĕсем «День Победы», «Катюша» юрăсене темиçе хут та шăрантарчĕç, «Ура!» кăшкăрчĕç.

Шкул çулне çитмен ачасем, тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче вĕренекенсем йышлăн килни савăнтарать. Аслашшĕ-асламăшĕ — мăнукĕсене, ашшĕ-амăшĕ ачисене çавăтса тухнă.

Маргарита УРАЗАЕВА, пенсионер, Шупашкар: «Манăн атте, Уразаев Василий, Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсем виççĕн пĕртăван. Вăрçă тухсан вăл Украинăра салтакра пулнă. 3-мĕш куннех вăрçа кайнă. Унăн шăллĕ Михаил Сергеевич вăрçăра пуç хунă. Паян акцие ывăлпа тата мăнуксемпе тухрăмăр».

Иван МУЗЯКОВ, 5 çулта, Шупашкарти 6-мĕш ача сачĕ: «Пире садикре вăрçă çинчен каласа панă. Фашистсем — япăх çынсем. Асанне те мăн асатте çинчен нумай калать. Василий Сергеевич ятлăскер паттăр çын пулнă. Манăн Георгий хăйăвĕ те пур».

www.hypar.ru

Валентина СЕЛЕНИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Теги: