Комментари хушас

* Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа кăçал 74 çул çитет. Вăрçă хирĕнчен килнĕ çырусем хăш-пĕр çемьере халĕ те пур. Теприсем вара музейсенче вырăн тупнă. Акă Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ Иван Филимоновăн фронтран янă çырăвĕсем вырăнти вăтам шкул музейĕнче упранаççĕ.

«…Виркка, спасибо сана ачасене лайăх пăхнăшăн, çĕтĕк çÿретменшĕн. Виркка, кунта сывă юлсан, эпĕ киле таврăнас пулсан эпĕ ачасене мĕнле пăхăттăм и сана ĕмĕрне те усал сăмах каламăттăм. Сана ача пек пăхăттăм. Эх, юратнă мăшăрăм Виркка сывă пулсам».
(Сире курса пулĕ-ши? Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ)

* Боброво. Тăванла масар.

* Аттепе мăнаçланатпăр

* «Пирĕн тăрăхра социаллă учрежденисенчен клуб тата фельдшерпа акушер пункчĕ çеç тăрса юлчĕç. Клуба тунăранпа 43 çул çитрĕ. Унтанпа юсав ĕçĕсене пурнăçламан. Çи виттийĕнчен шыв юхнăран стенисемпе маччисем йăтăнса анас хăрушлăх пур. Алăкĕсем хупăнмаççĕ, хутса ăшăтмалли тытăм та йĕркеллĕ ĕçлемест», - тесе çырнă Элĕк районĕнчен (Ял-йыша мĕн пăшăрхантарать?) 

* Елчĕк районĕнчи «Клевер» обществăн территорийĕнче шăп. Икĕ çамрăк тăрăшсах çĕнĕ сÿрене пуçтараççĕ. «Ирхи 5 сехетрех машина-трактор хире тухса каять, — терĕ Алексей Ласточкин ертÿçĕ. — Каçсăр та таврăнмаççĕ» (Хир-хир урлă каçрăмăр)

www.hupar.ru
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.