Комментари хушас

30 Ака, 2019

Тантăш № 17 (4635) 30.04.2019

* Шупашкарти Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕнче вĕреннĕ чухне пĕррехинче вăл канмалли пÿлĕм алăкне уçнă. Мăйăхлă палламан арçын темĕн ăнлантарнă. Тепрехинче уçса пăхнă — каллех çав çÿллĕ çынна курнă. Виççĕмĕшĕнче арçын ача алăк хăлăпне тытсанах лешĕ: «Эй, хĕрлĕ çÿçлĕскер, санран чаплă клоун пулĕ! Кĕр кунта», — чĕннĕ. Паянхи кун Александр Никифоров /Саша ÇилАрман/ юрăç та, шоумен та, Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче тĕп режиссер та, тĕрлĕ фокус кăтартакан та. Сцена çинче шÿтлеме те ăстаскер ача чухнех шухă пулнă-ши? (Пăрçа вăрлама кайсан... Елена ЛУКИНА)

* Çăмпа тĕрлетпĕр

* Ентеш - Крым паттăрĕ

* Акă Çĕнĕ Шупашкарти 14- мĕш шкулта 6-мĕш класра вĕренекен Александр Осипов конкурса пĕлтĕр хутшăнса 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ хыççăн ума çирĕп тĕллев лартнă.

— Кăçал чăваш тĕррине йывăç çине ÿкертĕм. Ĕçе пурнăçланă чухне тăрăшрăм, 2-мĕшне кăна мар, 1-мĕш вырăн йышăнма ĕмĕтлентĕм. Тăрăшни сая каймарĕ. Манăн çитĕнÿшĕн анне те хĕпĕртерĕ. Вăл та пулăшса хавхалантарчĕ-çке, — савăнса пĕлтерчĕ арçын ача ("Чыслава кайма тухья çыхрăм")

* Мĕн кăна шухăшласа кăлармаççĕ паянхи саманара усламçăсем! Акă Ĕпхÿри пĕр тĕлĕнтермĕш пур. Вăл халăха нарăс уйăхĕнчен пуçласа илĕртет. Умнерех пырса пăхма çеç мар, шала кĕрсе курма та хистет. Тĕлĕнтермĕш çуртăн никĕсĕ тÿпенелле пăхать, тăрри вара — çĕр çинче. Пуç хĕрлĕ çавăрса лартнă икĕ хутлă пÿрт! (Пÿрте пуç хĕрлĕ çавăрнă)

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.