Комментари хушас

21 Çĕртме, 2014

Ĕçре те, сĕтел хушшинче те илемлĕ

Вячеслав Владимировичпа Светлана Васильевна Хрулевсен 13 ача: 7 ывăлпа 6 хĕр. Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Кĕлешкасси ялĕнче пурăнаканскерсем çумăр пĕлĕчĕсем тарса пытаннă хыççăнах пахчана ĕçлеме тухнă. Пĕрисем çĕр улми купалаççĕ, теприсем утă пуçтараççĕ. Пĕчĕк хĕрсем йăрансем çумлама пуçăннă. Ашшĕпе ывăлĕсем тата кĕрÿшĕ çĕнĕ пÿртре тăрмашаççĕ.

Ĕмĕтри сад пахчи

Светлана Васильевна мана тÿрех сад пахчине илсе кĕчĕ. 40 сотка çĕр çинче мĕн тĕрлĕ кăна йывăç, пахча çимĕç çук-ши? «Санкт-Петербурга парне» ятлă алыча, абрикос, улмуççи, хура слива, черешня, актиниди /вырăс киви/, темиçе тĕрлĕ иçĕм çырли, слива, груша, çĕр çырли лартнă кил хуçи арăмĕ. Сортсен шутне йăлтах палăртма та çук. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен çулсерен темиçе теçетке çырăнса илет вĕсене сад-пахча тусĕ. Хамăр тăрăхра çуккисем тата çимĕçĕ шăнманни, вăрах упранаканнисем кăсăклантараççĕ ăна. Тĕслĕхрен, Челябинскран туяннă алыча хĕлле те шăнмасть. Улма-çырла йывăççисем айĕнче чечексем, уртăш, кипарисовик, барбарис тата ытти тĕм вырăн тупнă.

Сад тулли темĕн тĕрлĕ кĕл чечек. Халĕ те кунта тĕлĕнмелле хитре те, кĕр енне пурте çурăлсан мĕнешкел илемлĕ пулĕ тесе Хрулевсен пахчине ытарайми сăнарăм. Ÿркенмесен, алă ĕç патне пырсан çум курăк айне пулнă, юхăннă çĕре те çăтмаха çавăрма пулать иккен. Спирея, бересклет, гортензи, пион, седум, саньонк... Ку чечексене те Светлана Хрулева çырăнса илнĕ.

 Пÿрт тулли ача-пăча

Светлана Васильевна хăй те йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Тăххăрăн пĕр тăван вĕсем. «Пÿрт тулли ача-пăча пулнине хăнăхнă эпĕ. Вĕсене пăхассинчен хăрамастăп. Сывлăх пулсан ура çине тăратăпăр-ха. Пысăк çемье ĕçре те, сĕтел хушшинче те илемлĕ», - тет ăш пиллĕ амăшĕ.

Нумай ача çуратнă хĕрарăм часах ватăлмасть теççĕ. 13 ача амăшĕн куçĕнче ăшăлăх, сăпайлăх, юрату, сăн-питĕнче илем тапса тăрать. Пачах сăрланман пулин те хитре вăл. Турă панă ăна çак илĕртÿлĕхе.

Сак тулли ача-пăча пулнишĕн савăнать кăна мăшăр. Тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерме тăрăшаççĕ ашшĕпе амăшĕ.

Чун киленĕçĕ

Хрулевсем хĕлле Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Тăватă тата икĕ пÿлĕмлĕ хваттерсем пур вĕсен. Çитĕннисем пĕчĕкреххине куçнă. Чи асли Олеся 25 çулта. Техникумран вĕренсе тухнă хыççăн качча кайса çемье çавăрнă. 23 çулти Володя салтака кайса килнĕ хыççăн юриста вĕренет. 20-ри Мария - технологи, 19-ти Даниил политехника техникумĕсенче ăс пухаççĕ. Самуилпа Павел, Лийăпа Аня тата Елисей - шкул ÿсĕмĕнчисем. Тимофей кăçал пĕрремĕш класа каять. София, Настя тата Андрей - уйрăм харпăрлăхри ача садĕнче. Светлана Васильевна хăй йĕркеленĕ ăна. Апатне кашни кунах ача садне кайса илет. Садикшĕн ыттисем пекех тÿлеççĕ.

Килте дежурство йĕркеленĕ май амăшне чылай çăмăлрах. Дежурнăй савăт-сапа, урай çăвать, тусан шăлать. Килте хăтлăх, тирпей-илем хуçаланнине юратаççĕ хĕрĕсем, çавăнпа та кашни шăмат кун хваттерте йăлтах çуса тасатаççĕ. Сăмах май, кашни шăпăрланăн юратнă ĕçĕ пур. Тĕслĕхрен, Аня ÿкерме ăста. Лия ал ĕçне кăмăллать: тĕрлет, çыхать, çĕлет. Унсăр пуçне вăл спортпа туслă, волейбол, футбол выляма юратать. «Кĕнеке вулассине, пахчара чечек лартса ÿстерессине малти вырăна хураççĕ, вăл вĕсен чун киленĕçĕ», - тет амăшĕ. Ачисем ĕç патне туртăннишĕн, кирек мĕн хушсан та ÿркенсе тăманнишĕн тем пекех хĕпĕртеççĕ Вячеслав Владимировичпа Светлана Васильевна.

Кермен пек  çурт

Сакăр çул каялла Хрулевсем Çĕнĕ Шупашкартан 30 çухрăмра вырнаçнă Кĕлешкассинче кивĕрех çурт туяннă. Ăна шала хăварса нумай пулмасть çĕннине хăпартма тĕв тунă.

Пÿрт проектне кил хуçи арăмĕ шухăшласа тупнă, унăн виçине, миçе тăваткал метр пулассине те хăех палăртнă. Икĕ хутлă пысăк çуртра шалти ĕçсем кăна юлнă. Мачча, урай сармалла, газ кĕртмелле... Хальхи вăхăтра çурт тума сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Малашлăхпа пурăнакан Хрулевсем малтан хăйсем нухрат пухнă. Амăшĕн капиталĕ çемьене ал-ура çавăрса яма май панă, республика уйăрса панă 100 пин тенке те çурт тума тăкакланă. Çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерме ĕлкĕреймен-ха Хрулевсене. «Ялта кунĕпе ĕçлесен те ывăннине туймастăп. Çывăрма выртсан та ыйхă килмест. Хулара вара урăхларах, ларса канас та килет», - тет Светлана Васильевна.

Ыррине шанса, çутă малашлăхпа пуласлăх пирки ĕмĕтленсе пурăнаççĕ Хрулевсем. Ачисене çынна юрăхлă, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларасшăн.

«Ача куллинчен илемлĕрех сасă пур-ши çак çĕр çинче? Вăл пурăнма, малалла ăнтăлма вăй-хăват парать, лăпкăлăх кÿрет. Сак тулли ача-пăча - чи пысăк телей», - палăртрĕ мана ăсатнă май Светлана Васильевна.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.