Комментари хушас

25 Ака, 2019

«Паян çыртăмăр диктант»

«Тинех çитрĕ çак самант, паян çырăпăр диктант. Тĕрĕслер-ха хамăра, пĕрлĕхре — вăй. Утăрья», — «Пĕтĕм чăваш диктантне» халалласа çапла çырнă Алена Иванова.

Кăçал акци 7-мĕш хут иртрĕ. Хальхинче ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă. Диктант валли Тани Юн пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ текста суйласа илнĕ. Унăн авторĕ — Владислав Николаев журналист тата çыравçă. Акци сăн-сăпачĕ пулма Чăваш наци радиовĕн редакторне Алексей Александрова /Сантăр Элтиярне/ çирĕплетнĕ. Диктанта республикăри шкул ачисемпе вĕрентекенсем, студентсем, артистсем, библиотека ĕçченĕсем, журналистсем, тÿре-шара И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, Наци библиотекинче çырнă. Çак йĕркесен авторĕ те И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулчĕ, преподавательсемпе тата студентсемпе пĕрле диктант çырса пĕлÿ шайне тĕрĕслерĕ. Сăмах май, текста Тăван радион тата Наци радиовĕн эфирĕсенче вуланă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Пĕтĕм чăваш диктанчĕ чăваш халăх гимне юрланипе пуçланчĕ. Пухăннисене ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова саламларĕ. Пурне те атте-анне, асатте-асанне чĕлхине аталантарма чĕнсе каларĕ, диктантра «5» паллă илме ырă сунчĕ. Текста кăçал аудиторире «Тăван радио» редакторĕ /вăл асăннă аслă шкула пĕтернĕ/ Маргарита Мельникова вуларĕ. «Тăван чĕлхе — аваллăх, пирĕн малашлăх та. Чăвашла калаçма вăтанмалла мар», — терĕ вăл çамрăксене. Чăваш чĕлхи кунне халалланă диктант тексчĕ чăннипех те пуян. Хавхалансах çыртăмăр, шкул, студент вăхăчĕсене куç умне кăлартăмăр… Чăн та, чĕлхе вăйĕпе малалла аталанатпăр. Вăл пире малашлăха талпăнма хавхалантарать.

Геронтий НИКИФОРОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕрентÿ комитечĕн ертÿçи:

Паян Раççейĕпех чăваш чĕлхине пĕлекенсем ăна сума суса диктант çыраççĕ. Хам чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслес, унăн техĕмне, вăрттăнлăхĕсене аса илес тĕллевпе çитрĕм пĕрлехи диктанта. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра сывлăшĕ те чăн-чăн чăвашла. Çавăнпа шăпах çакăнта килес терĕм. Диктант – вуланă хыççăн çырса пымалли ĕç. Вăл пире хамăр чăваш пулнипе мăнаçланма пулăшать, чăвашлăха аталантарма, упрама чĕнет. Çак акцие йĕркелекенсене тав сăмахĕ калас килет: эпир те пурнăçпа тан пыратпăр.

Юлия АНИСИМОВА, Шупашкарти 10-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен:

Пĕтĕм чăваш диктантне хавхалансах килтĕм. Мĕншĕн тесен эпĕ акцие пуçарнăранпах çак диктанта çыратпăп. Çиччĕмĕш çул педуниверситета килетĕп. Чун туртать кунта. Хамăр патра практикăра пулнă студентсене, пĕрле хутшăнса ĕçлекен преподавательсене куратăп. Диктанта хама тĕрĕслес тĕллевпе çырас килет. Акцие йĕркелени лăйăх, мĕншĕн тесен техника ĕмĕрĕнче пурăнатпăр та алăпа сахалрах çыратпăр. Кунта вара малтан хамăр шкулта мĕнле вĕреннине, диктантсене епле çырнине аса илетпĕр. Ăнсăртран йăнăш кайнă тăк — ăна пăхас килет.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Сăн ÿкерчĕксем...

Рубрика: