«Çамрăксен хаçачĕ» 15 (6261) № 18.04.2019
* Мĕнлерех вăл пултарулăх çыннисен çемйинче çитĕнесси? Наталья Иовлевăшăн ку — пысăк ăнăçу. Унăн ашшĕ — Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев, амăшĕ — Чăваш халăх артистки Елена Иовлева. Çавна май сценăна юратасси вĕсен ачисенче те мĕн пĕчĕкрен палăрнă. Натальйăшăн савăк вăхăт вара çывăх çыннисемпе гастрольсене тухса çÿренипе асра юлнă ("Ăслă çын артиста каймастех". Нина ЦАРЫГИНА)
* Сцена машинистне Николай Миронова та театр илĕртнĕ. Вăл кунта питĕ кирлĕ çын: монтировка тăвать, декорацисем лартать, баннерсем çакать, кирлĕ тĕк сасă режиссерĕн пульчĕ умне те ларать, артист пулса сцена çинче те выляма пултарать... «Ăна вырăс театрне те илсе каясшăнччĕ, вăл пирĕн патра юлчĕ. Питĕ вăр-вар каччă, зал витĕр утса кайнă хушăрах тем те ĕçлеме ĕлкĕрет, — çапла каларĕç ун пирки ĕçтешĕсем. «Театра «качча» илтĕм пулас, кану кунĕсемсĕр ĕçлетĕп», — палăртать 23-ри каччă (Театра... "качча" илнĕ)