Комментари хушас

27 Пуш, 2019

"Чĕнтĕрлĕ чаршав" республикăри конкурса пĕтĕмлетрĕç

Паян - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ. Театр -  тĕнче культурин пуянлăхĕ. Авллăхран паянхи куна çитнĕ, малалла та пурăнĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх - тĕнчери театрсем, çак кун хăйсен чи лайăх спектаклĕсене кăтартаççĕ, ыр кăмăллăх акцийĕсем ирттереççĕ. Пирĕн республикăра вара театрсен  "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурсне пĕтĕмлетрĕç.

Лауреатсене çичĕ номинаципе пахаларĕç. "Спектакльти чи лайăх музыка" номинацире "Аттила" спекталь валли музыка çырнă Андрей Галкин композитор палăрчĕ. "Чи лайăх сценографи" номинацире çĕнтерÿçĕ çук. "Иккĕмĕш планри роль" ята Вячеслав Александров "Анисса" спектакльри Садай ролĕшĕн тивĕçрĕ. "Хĕрарăма сăнарланă чи лайăх роль" номинацире  Чăваш театрĕнчи Эмилия Назарова "Анисса" спектакльри Анисса ролĕпе  çĕнтерчĕ. "Арçынна сăнарланă чи лайăх роль номинацири çĕнтерÿçĕ - Алексей Рюмин. Вăл Аттила партине ташланă. "Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль" ята нихăш ĕç те тивĕçеймерĕ. "Çулталăкри чи лайăх спектакль / режиссура/ - Оперăпа балет театрĕнчи  "Аттила" балет /Д. Салимбаев/.
Тĕп номинацисемсĕр пуçне ятарлă дипломсем те пулчĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: