Комментари хушас

15 Пуш, 2019

Çур акине епле хатĕрленнипе паллашаççĕ

Паян "Хыпар" хаçатăн политика, вырăнти хăй тытăмлăх тата экономика пайĕн тишкерÿçи Валентин Григорьев Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсенче çур акине епле хатĕрленнипе паллашать. Инçе çула вăл Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕн заместителĕпе Денис Паспековпа тата Россельхозбанкăн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕпе Ирина Кошкинăпа тухнă.

"Хальлĕхе Комсомольски районĕнчи "Çĕр улмие мухтав" (Слава картофелю) агрофирмăра пултăмăрКунта техникăна çине тăрсах юсаççĕ. Вăрлăх та, удобрени те пур", - пĕлтерчĕ ĕçтешĕмĕр. 

Министр заместителĕ кăçал пирĕн республикăра вăрлăх хатĕрлесси пĕлтĕрхи шайран лайăхрах пынине палăртнă, удоборение вара кирлин пĕрре-виççĕмĕш пайне çеç кÿрсе килнĕ. Россельхозбанк представителĕ каланă тăрăх, аграрисем çамăллăхлă кредит çине тăрсах илеççĕ. Укçа пулсан паха вăрлăх, удобрени, техника, ĕççи валли кирлĕ ытти япалана та туянайăн. 

www.hypar.ru

 

Рубрика: