Элĕк районĕнчи Николаевсен çемйине удостоверени панă
Ĕнер савăнăçлă лару-тăрура Элĕк салинче пурăнакан Николаевсене нумай ачаллă çемьен удостоверенине панă.
Николаевсем республикăра чи малтан çак документа тивĕçнĕ. Паллă саманта район ертÿçисем, яваплă çынсем те хутшăннă. «Сире, çемьене çирĕп сывлăх, савăк кăмăл, тутă пурнăç сунатăп», — тенĕ Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов. Вăл удостоверени малашне нумай ачаллă çемьесене культура, спорт учрежденийĕсене, аттракционсене, куравсене тÿлевсĕр е йÿнĕрех хакпа кĕме çул уçнине пĕлтернĕ.
Çывăх вăхăтра кун пек документа Чăваш Енри ытти нумай ачаллă çемье те илĕ.