Комментари хушас

28 Нарăс, 2019

Шупашкарта «Политика тата мода» курав уçăлчĕ

Çакăн пек ят панă курав уçăлчĕ паян Чăваш тĕррин музейĕнче. Чăваш наци музейĕпе Раççей политика историйĕн патшалăх музейĕн пĕрлехи вăйĕпе йĕркеленĕскер хăйне евĕрлĕ пулни ячĕнченех сисĕнет.

Мĕнле ыйтусемпе тĕллевсем лартнă-ха курав пуçаруçисем? Политиксен тулаш сăн-сăпачĕ патша саманинчен пуçласа Раççейĕн паянхи тапхăрĕччен мĕнле улшăнса пынине, ахаль çынсен тумне XX ĕмĕрти общество кисренĕвĕсем тата пуç пулса тăнă идеологи мĕнле витĕм кÿнине уçса пама.

Совет влаçĕ вăхăтĕнче мода буржуази витĕмĕ шутланнă, общество пурнăçĕнче хăйĕн вырăнне тупиччен унăн тĕрлĕ чăрмава парăнтарма тивнĕ. Куравпа паллашатăн та тĕлĕнетĕн: халăхăн тумĕ вăл мĕнле политика, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕнче пурăннипе тÿрремĕнех çыхăннă иккен!

Кунта тумсемсĕр пуçне модăпа çыхăннă журналсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе, документсемпе паллашма пулать. Чăваш модельерĕсен Татьяна Шароновăн, Людмила Шуркинăн, Зинаида Маштановăн тата ыттисен ĕçĕсене — чăвашсен хальхи вăхăтри тумĕсене — уйрăм пая вырнаçтарнă.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: