Комментари хушас

28 Нарăс, 2019

Василий Николаев опера юрăçин пултарулăх каçĕ иртнĕ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрĕнче Василий Николаевӑн пултарулӑх каҫĕ иртнĕ. Кун пирки Чăваш наци конгресĕн пресс-служби Фейсбукра пĕлтернĕ. 

Етĕрне районĕнче ҫуралса ӳснĕ юрӑҫ сцена ҫине тухнăранпа чĕрĕк ĕмĕр ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫа куракансем кӑна мар, Мускаври, Екатеринбургри опера юрăçисем ҫитнĕ. Сăмах май çакна палăртмалла: хăнасенчен пĕри, Екатеринбургри оперӑпа балет театрĕн солисчĕ Наталья Мокеева - Етĕрне районĕнчен. Вăл Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ. 

Василий Николаева сума сунине палăртса Етĕрне районĕн ентешлĕхĕн ертÿçи, РФ Патшалӑх Канашĕн депутачĕ Николай Малов тата Етĕрне район администрацийĕн пуҫлӑхĕ Андрей Софронов сăмах каланă. Депутат артистăн мӑшӑрне, Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрĕн директорне Елена Николаевӑна, упăшкине хавхалантарса пынăшăн тав тунă.

www.hypar.ru Оpera21.ru сайтри афиша тата Чăваш наци конгресĕн пресс-службин сăн ÿкерчĕкĕсем. 

 

Рубрика: 
Теги: