Комментари хушас

27 Нарăс, 2019

Реабилитаци курсĕ ура çине тăма пулăшать

Шупашкарта пурăнакан Валентина Кожендаева 43 çул шкулта ĕçленĕ. «Яланах çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа çÿренĕ. Урок вăхăтĕнче кашни ачана çывăхрах пулма тăрăшнă — сĕтел хушшинче ларман. Ватлăх куçран пăхсан ура ыратма пуçларĕ. Федерацин травматологи, ортопеди, эндопротезировани центрĕнче чĕркуççи сыппине улăштарчĕç. Ĕнер чĕркуççи çине хытах ÿкрĕм те Хула клиника 1-мĕш больницин травматологи уйрăмне выртма лекрĕ», — каласа кăтартать хĕрарăм. Елчĕк районĕнчи Зоя Краснова вĕче шăммин сыппине улăштарнă хыççăн реабилитаци курсĕ витĕр тухать. Операциччен 3 çул вырăнпа выртнă вăл. Халĕ, хăй каланă тăрăх, ташлама та пултарать.

Ĕнер Хула клиника 1-мĕш больницинче йĕркеленĕ пресс-турта реабилитаци хальхи йышши технологисемпе паллаштарчĕç. Вĕсем пулăшнипе çын хăвăртах вăй илет.

Инсульт, пуç мими суранланнă хыççăнхи реабилитаци уйрăмĕнче механотерапи, эрготерапи, физиотерапи пÿлĕмĕсем ĕçлеççĕ. Кунта утма вĕрентекен, ал-урана ĕçлеттерекен тĕнче стандарчĕпе килĕшсе тăракан аппаратсем пур.

Реабилитаци уйрăмĕн пуçлăхĕ Кирилл Нестерин палăртнă тăрăх, çакăнта амбулаторие хăйсен тĕллĕн çÿрейменнисем — ытларах чухне утайманнисем — сиплев курсĕ витĕр тухаççĕ. Тухтăрсем пулăшнипе чирлисен сывлăхĕ палăрмаллах лайăхланать. Инсульт чăтса ирттернисенчен кашни пиллĕкмĕшĕ сывалса çитсе ĕçе пуçăнать. Ыттисене виççĕмĕш, иккĕмĕш, пĕрремĕш ушкăн инваличĕсен йышне кĕртеççĕ. «Пирĕн тĕллев — пĕрремĕш ушкăн инваличĕсене — иккĕмĕш, иккĕмĕшĕнчен виççĕмĕш ушкăна куçарасси», — тет Кирилл Валерьевич. Çак уйрăмра çуллен 1500 çын сиплев курсĕ витĕр тухать.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: