Комментари хушас

«Лаша пуласси тихаран паллă», — теççĕ халăхра. Апла пулсан çын пуласси — ачаран. Ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса ÿстернин пĕлтерĕшĕ пурах.
Шел, шкул халĕ ачана воспитани парассине хăй çинчен сирме тăрăшать. Тĕпренчĕкĕпе ашшĕ-амăшĕн ĕçлемелле имĕш. Çав вăхăтрах чылай ашшĕ-амăшĕ пурнăçа саплаштарма Мускава, Çурçĕре ĕçлеме çÿрет. Хальхи вăхăтра лавккасем нумай уçăлни тĕлĕнтерет. Тĕлĕнтернинчен ытларах тарăхтарать. Ара, хаксем еплерех çыртаççĕ-çке. Апат-çимĕç, пусма-тавар туса илекене мар, суту- илĕве мала хурсан экономика аталанасси иккĕленÿллĕ. Спекулянт-посредниксене пула халăхăн пĕрлĕхĕ саланма тытăнать, пĕр-пĕрне шанми пулаççĕ. Сăмахран, треска пулăн хăй хаклăхĕ 85 тенкĕ, пасарта вăл — 350. Усламçă çĕр улмине халăхран 12 тенкĕпе пуçтарсан пасарта 35-пе сутать. Çапла майпа пилĕк авса, çичĕ пăт тар тăкса ĕçлекен çĕтĕк шăлаварпа çÿрет. Усламçă-бизнесмен вара ют çĕршывра кăларнă чаплă машинăпа катаччи чупать. Хăшĕ-пĕри, пуянраххи, вара ют çĕршывра яхта, вилла туянма та мехел çитерет.
Патшалăхăн ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле, заводсемпе фабрикăсем çĕклемелле, ял хуçалăхне пулăшмалла. Совет тапхăрĕнче фермăра ĕне сăвакан 300 тенке яхăн укçа ĕçлесе илнĕ. Вĕсене тĕрлĕ парне, орден-медаль парса хавхалантарнă. Халĕ пурте суту-илÿпех çырлахасшăн. Çав вăхăтрах апат-çимĕç, пусма-тавар туса илекен чаксассăн таса продукци ăçтан пултăр?
Мăнаçлă Совет Союзĕ иккĕмĕш тĕнче вăрçинче хаяр та тискер тăшмана, пысăк çухатусем тÿссе, çапса аркатнă. 30 çул хушшинче промышленноçа, ял хуçалăхне хăватлăн аталантарнă. Юрий Гагарин пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ. Эпир те, чăвашсем, Андриян Григорьевич Николаевпа чăннипех мухтанатпăр. Халăха мĕнлерех хавхалану парнеленĕ вĕсем, çунатлантарнă. Пĕр танлăх, туслăх палăрнă çак çулсенче. Ял — хулана, хула яла пулăшнă. Халĕ вара çакă палăрмасть. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Константин ВАСИЛЬЕВ.
Канаш районĕ, Анат Сурăм ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.