Пĕррехинче, тулли уйăхлă каç
Вăл кун Якур Ямщиков Шупашкар районĕн çар комиссариатĕнче çĕр-шыв хÿтĕлевçин ретне тăма повестка илчĕ. Шупашкартан Ишлей ялне çити автобуспа килсен тăван Çĕньял Чурачăка татах виçĕ çухрăм утмалла унăн. Юпа уйăхĕ вĕçленсе пырать пулин те çут çанталăк çу ăшшипе сыв пуллашма васкамасть-ха. Çула май кам та пулин пĕрле утмĕ-ши тесе вун тăххăрти каччă енчен еннелле пăхкаларĕ, анчах никам та курăнмарĕ. Вунă минут пек кайсан хыçалта такам вĕттĕн-вĕттĕн таплаттарни ун хăлхине кĕчĕ. Вăрт çаврăнса пăхрĕ те пĕчĕк пÿ-силлĕ çамрăк хĕрарăма асăрхарĕ.
- Санран юлас мар тесе пĕтĕм вăй-халран чупнипе сывлăш та пÿлĕнме пуçларĕ, тыт-ха мана хулран, ахальлĕн халь-халь тÿнетĕп, - Якур çумне тĕршĕнчĕ хĕрарăм.
«Те арăм, те хĕр ĕнтĕ ку? Ма эпĕ ăна халĕччен те курман ку тăрăхра?» - хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Якур.
- Эсĕ ăçтисем вара, ытла та хÿхĕмскер? - чĕвĕлтетрĕ селĕп чĕлхипе хĕрарăм.
Вăл «р» сас паллине «й»-па улăштарса калаçнине Якур тÿрех сисрĕ.
- Касман турта пуçĕнчен теес - кÿренетĕн, эсир яланах çапла вĕт: чăннине калассине вăрах пытарса каччăсене юриех вĕчĕрхентеретĕр. Мускаринкассинчен эпĕ. Вера ятлă, - пытармарĕ çулташ. - Хăв тата?
- Çĕньял Чурачăкран.
- Бакура та, Мускавра та пулнă. Сирĕн ял таçта сăрт хыçĕнче ларнине çеç пĕлетĕп.
Мускаринкасси хĕрĕ Вера Сизова Бакуна профтехучилище хыççăн ĕçлеме лекнĕ иккен. Унта азербайджана качча тухса кайран уйрăлнине те пытармарĕ вăл. Тăван ялне пăрахса килнине вара çапла ăнлантарчĕ:
- Кавказ арçынĕсен хăйсен хĕрĕсене улталас йăла çук, ытларах аякран килнисене, пирешкеллисене, юрату ытамне илеççĕ. Хамăн айванлăха пула эпĕ те вĕсен шутне лекрĕм, - ассăн сывларĕ Вера.
- Ан пăшăрхан. Манăн кукамай каланă тăрăх - шăтăк шăрçа урайĕнче выртмасть, - Верăна хавхалантарасшăн пулчĕ каччă. - Эсĕ кĕçех ялăнта юлатăн, манăн татах танккамалла-ха. Итле-ха, айта паян тĕл пулар сирĕн ялта. Манăн виçмине салтака каймалла. Çывăхрах паллашса юлар, кайран çыру та çÿретĕпĕр. Суймастăп: эсĕ мана килĕшрĕн.
- Хăвăнне ăçта хуратăн? Санашкаллин те чун савни пулмасан...
- Пулнă. Эрне каялла хирĕçрĕмĕр. Салтакран кĕтсе илес пирки уçăмлăн каламарĕ.
- Эпĕ пушшех кĕтейместĕп. Манăн пиллĕкри Стасик пур. Азербайджан «чĕппи» эппин... Çĕр-шыв хÿтĕлевçине кÿрентерсен çылăх пулĕ тата. Юрать, тĕл пулăпăр, кайран куç курĕ. Эпĕ сирĕн яла пыраяс çук ĕнтĕ...
- Эпĕ хам килетĕп. Пирĕн ялтан кунта çити виçĕ çухрăм çеç.
- Вă-ă-ăт çавăнта пыратăн, - Ункă шывĕ хĕрринчи лăпсăркка хурăн еннелле тĕллесе кăтартрĕ Вера.
Якур шăмат кун ячĕпе хутнă мунчаран хăвăрт çăвăнса тухрĕ те вăрăм уттисемпе тĕл пулăва яшлаттарчĕ. Вера маларах çитнĕ те утă капанĕ çумне тĕршĕнсе ларнă. Якур курткине сарса унпа юнашар вырнаçрĕ. Хĕрарăм анасланă май сылтăм аллипе Якура мăйĕнчен ыталарĕ. Каччă ÿт-пĕвĕ тăрăх самантрах электроток кайрĕ тейĕн: вăл чĕтреме ерчĕ. Вĕсене янкăр тÿпери тулли уйăх анчах асăрханă пулĕ тенĕччĕ, анчах çав самантра хыçалта такам кăштăртатни илтĕнчĕ. Якур каялла çаврăнса пăхрĕ те аллине тачка хăмла шерти тытнă сухаллă çынна курах кайрĕ.
- Катăршнăйсем! Тупнă вĕсем улах вырăн. Ак пĕррех ислетсе илетĕп те, - упа пек мĕкĕрсе ячĕ старик, Ункă леш енчи йĕтем хуралçи.
Якурпа Верăна туххăмрах çавра çил тÿпене çĕклесе таçта аякка илсе кайрĕ тейĕн.
Икĕ çултан Якур Ямщиков сержант çĕр-шыв умĕнчи хисеплĕ тивĕçе пурнăçласа таврăнчĕ. Пĕрремĕш каçах хăй пекех çар тумне хывнă тус-юлташĕпе пĕрле Мускаринкасси клубне кайрĕ. Çула май тахăшĕ Вера Сизова çинчен сăмах пуçарчĕ. Вĕсем калаçнинчен ĕнерхи салтаксем ун патĕнче «юрату курсĕнче» хăнăху илнине ăнланчĕ. Кăшт утсан ушкăнран татăлса юлчĕ те тăван ялнелле çул тытрĕ. Ку хутĕнче кĕрхи сивĕ тÿпере тулли уйăх çутатмастчĕ, ăна чуна çÿçентерекен хура пĕлĕтсем хупланăччĕ.
Александр МОКИН.
Шупашкар хули