Комментари хушас

15 Нарăс, 2019

Шлепке туянма ĕне сутнă

Паянхи арçын машинине сутса арăмĕ валли кĕрĕк илĕ-и?
«Родные просторы» ансамбле çÿрекенсем халăх юрри-ташшине, йăли-йĕркине, тумне, культурине упраса хăварассишĕн тата чĕртсе тăратассишĕн тăрăшаççĕ. Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче хÿтлĕх тупнă коллектива ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Кондратьева ертсе пырать. 40 çул
каялла чăмăртаннăскер тĕрлĕ ÿсĕмри расна професси çыннисене пĕрлештерет. Паян эпĕ — халăх ансамблĕн кĕрекинче.

Ансамбль ячĕ — юрăран

«Вырăссем, чăвашсем, çармăссем… Пурте вырăс халăх юррисене юратаççĕ. Коллектив чăмăртаннăранпах çÿрекенсем те пур. Паян вĕсем тивĕçлĕ канура пулин те чунпа çамрăк», — терĕ Людмила Петровна. Вăл Грузире вырăспа казакăн çемйинче çуралнă. Тбилисири музыка училищи хыççăн Мускаври культура институтне çул тытнă. Унта чăваш каччипе, пулас мăшăрĕпе, паллашнă. Çемье çавăрсан çамрăксем Шупашкара пурăнма куçнă.
— Пĕр вăхăт ача садĕнче музыка ертÿçинче ĕçлерĕм. Трактор заводĕнче фольклор ушкăнĕ йĕркелеме сĕнсен унта куçрăм. Ун чухне заводра икĕ коллектив кăначчĕ — оркестр тата вокалпа музыка инструменчĕсен ансамблĕ. Эпир виççĕмĕш пултăмăр. Ку ĕç-пуç 1979 çулта пулса иртрĕ. Малтанхи тапхăрта авторсен юррисене шăрантараттăмăр, пĕр-икĕ çултан репертуара халăх юрри-ташшине кĕртсе пыма тытăнтăм. Ансамбль ятне юрăран илтĕмĕр: от Курильской гряды до Балтийской воды размахнулись родные просторы… Ун чухне завода туса пĕтерменччĕ. Завод территорийĕнчех юрлаттăмăр-ташлаттăмăр, репетицисем ирттереттĕмĕр. Ĕçлесе ывăнсан та ман пата васкатчĕç. Юрă-ташă ĕçлеме пулăшнах вĕсене. Тĕрлĕ професси çыннисем пулни питĕ аван: пĕри апат пĕçерет, тепри çĕлет, виççĕмĕшĕ – платник… Пĕтĕм ĕçе хамăр тунă. Çак тапхăрта мĕн кăна курмарăмăр-ши? «Капустниксемпе» юбилейсем ирттереттĕмĕр, туйсем кĕрлеттереттĕмĕр, ача-пăча çуралатчĕ. 20 ытла çемье чăмăртанчĕ пирĕн коллективра. Паллах, пурнăçран уйрăлакансем те пулчĕç. Малтан çамрăксем те нумаййăнччĕ, халь аслă çултисем ытларах. Ансамбль 25 çынна пĕрлештеретчĕ, паянхи кун — 17 çын кăна. Чи асли — 74 çулти Галина Александрова. Чи çамрăккисем — 27 çулта. Икĕ юлташ пĕлтĕр килчĕç. Шел те, çамрăксен çÿреме вăхăт çукрах.
Заводра ĕçлеме çăмăлах марччĕ. Пысăк та пĕлтерĕшлĕ об˜ект пулнăран тĕплĕн сыхлатчĕç. Каçсерен концертран таврăнсан та кĕртместчĕç, çавăнпа урăх вырăна куçса кайрăмăр. 1993 çулта Трактор тăвакансен культура керменĕ уçăлчĕ. Ун чухне культура вучахĕ кĕрлесе тăратчĕ: концертсем, репетицисем, кружоксемпе секцисем… Хальхи вăхăтра та пултарулăх коллективĕсен йышĕ ÿссех пырать, — калаçрĕ Людмила Кондратьева.

Тумсене хăйсем çĕлеççĕ

Тĕрлĕ регионти ял-хулана çитсе килнĕ вĕсем, хамăр республикăра вырăссем пурăнакан районсенче пулнă: Улатăр, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ... Экспедицире çырса илнĕ юрăсене ял çыннисем епле юрланă, çаплах шăрантарма тăрăшаççĕ. Кашни сасса упраса хăварасшăн. Авалхи йăла-йĕркене тĕпченĕ, тĕрлĕ уява епле ирттерни пирки ыйтса пĕлнĕ. Ташăсем, тумсем çинчен. Телее, ламран лама куçса пынă илемлĕ юрăсене упраса хăварнă ватă çынсем. Шел те, вĕсен йышĕ чакса пырать.
Тумсене те хăйсемех çĕлеççĕ ансамбле çÿрекенсем. Кашни кĕпи тĕрлĕ енлĕ пулса тухнă. Ĕлĕк мĕнле пулнă, çаплах çĕлеççĕ. Брянскри, Воронежри, Белгородри тата ытти регионти коллективсем авалхи тумпах тухаççĕ. Вĕсене ял-ял тăрăх пуçтарса çÿреççĕ, туянаççĕ, урăх япалапа улăштараççĕ. Эпир вĕсене музейре кăна кураятпăр. Ĕлĕк пирĕн халăх чухăн пурăннă. Калăпăр, ачана кĕпен пĕр пайне çурса чĕркенĕ. 5-7 метр сарлакăш пулнă-çке аркăсем. Çĕпĕрте пурăнакан хĕрсем 7-8 кĕпе тăхăннă. Çакă пуян пулнине палăртнă тата сивĕрен те хÿтĕленĕ. Артистсем тĕрлĕ фестивале кайсан музейри тумсене те тĕпченĕ. Вĕсене виçсе, тĕрри-эрешне ÿкерсе илнĕ. Ĕлĕкхи майлах çĕлеме тăрăшнă. Авалхи кĕпесем икĕ хутлă пулнă. Вĕсем кукамăшĕнчен амăшне, амăшĕнчен хĕрне куçса пынă. Капăрскерсене уявсенче, паллă кунсенче кăна тăхăннă. Хутлам-хутламлă пулнăран çĕлеме те çăмăлах маррине палăртрĕ Людмила Петровна.

Ылтăн çипрен…

Хĕрарăм шлепкисем те аваллăха евĕрлеççĕ. Шупашкар тăрăхĕнчи Кочаково, Соляное ялĕсенче пурăнакансем илсе килсе панă. Шăрçасене те хăйсемех хатĕрленĕ. Вĕсем те ахальлисем мар — темиçе шăрçаран тăраççĕ. Кашни хĕр-хĕрарăм хăйĕн валли кăмăлне кура ăсталанă. Вĕсем тĕсĕпе те, капăрлăхĕпе те уйрăлса тăраççĕ — пĕр пекки çукпа пĕрех. Людмила Петровна лекци-концертсем час-час ирттерет. Тĕрлĕ регионти юрă-ташă, йăла-йĕрке, тум уйрăмлăхĕсем пирки каласа кăтартать. Куракансем питĕ тимлĕн итлеççĕ ăна.
«Пĕр хĕрарăм мăн аккăшĕнчен юлнă шлепкине /кокошник/ илсе килсе пачĕ. Ылтăн çипрен хатĕрленĕ ăна. Çакнашкаллисене 18-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче ăсталанă. Ку та çав тапхăрта тунискерех, — раритетпа паллаштарчĕ хĕрарăм. — Пăрачкав тăрăхĕнчи Анастасовăпа Кудеиха кинемейĕсем каланă тăрăх — çакнашкал шлепкене туянмашкăн лаша е ĕне сутнă. Кил хуçисем мăшăрĕсемшĕн выльăх-чĕрлĕхне те хĕрхенмен. Хальхи вăхăтра арçын хăйĕн машинине сутса мăшăрне кĕрĕк илсе парĕ-ши? Хĕрарăмсем пĕр-пĕринчен расна тумланнă. Пĕри шлепке кăна тăхăннă тăк тепри шлепке çине тутăр çыхнă». Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.