Комментари хушас

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Наци музейĕпе унăн филиалĕсене тÿлевсĕрех çитсе курма май пур. 

Кăçал Чăваш наци музейĕ 98 çул тултарать. Ку уява шăматкунах паллă тума тытăннă. Василий Чапаев ячĕллĕ музейра ветерансем тĕл пулнă. Канмалли кунсенче Çар мухтавĕн тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музейсенче те тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Паян эстафетăна Литература музейĕ тăсать. Кунта «Пушкина вулатпăр» флешмоб иртет. Тĕп мероприятисем вара ыран — нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче — Чăваш наци музейĕн çуралнă кунĕнче иртĕç.

Шăпах çак кун Чăваш наци музейне, Музейпе курав центрне, Чăваш тĕррин музейне, К.Иванов ячĕллĕ литература музейне, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музейсене /Шупашкар хули, Канаш районĕ/ тÿлевсĕрех çитсе курма пулать.

 

Татьяна НАУМОВА. 2do2go.ru ăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: