Комментари хушас

7 Feb, 2019 | Спорт | Çĕнтерÿ

Белгород облаçĕнчи Кивĕ Оскол хулинче пуçласа йывăр атлетика енĕпе Раççей Кубокĕ иртнĕ. Пирĕн ентеш Александра Козлова штанга йăтса кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Етĕрне районĕн пики 59 килограмм тайманнисен йышĕнче ăмăртнă. Пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ Алла Кайтуковăна /Мускав облаçĕ/ кăшт çеç выляса янă вăл. Икĕ енлĕ ăмăртура Александра 204 килограмм йăтнă. Палăртмалла: çамрăк спортсменка Олимп резервĕсен Шупашкарти училищинче ĕçлет, Валериан Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче ăсталăхне туптать.

 

Ирина КОШКИНА. zubakovsport.com сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: