Комментари хушас

5 Нарăс, 2019

Çĕнĕ Шупашкар ачисем — чи ăслисем

Нумаях пулмасть шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи шкул ачисен ăс-хакăл олимпиадин регион шайĕнчи тапхăрĕ — «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйă — иртнĕ. Аса илтерер: проект РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров пулăшăвĕпе пурнăçланать.

Олимпиада шутне робототехника, программировани, çивĕч ăслă задачăсене шутласси тата «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйă кĕрет. Ăс-хакăл олимпиадине муниципалитет тапхăрĕнче чи нумай балл пухнă вĕренекенсен командисене йыхравланă. Унта 8-11-мĕш классенче ăс пухакан 139 команда вăй виçнĕ. Пурĕ — 830 ытла ача.

Регион шайĕнче мала тухассишĕн 11 команда тупăшнă. Вăйă 3 турпа иртнĕ, кашнинче 12 ыйту пулнă. Хурав тупма пĕрер минут уйăрнă. Палăртнă вăхăтра тĕрĕс хурав паракансене балл хушăннă.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсемпе çĕнтерÿçĕ ятне Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназин команди тивĕçнĕ. Шупашкарти 5-мĕш гимнази тата 44-мĕш лицей вĕренекенĕсем — 2-мĕш, Шупашкарти 3-мĕш лицейра ăс пухакансем 3-мĕш пулнă. Çĕнтерÿçĕсем пуш уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче Йошкар-Ола хулинче иртекен финалта республика чысне хÿтĕлĕç.
 

Рубрика: