Комментари хушас

1 Нарăс, 2019

Чăваш Ен çăмăл атлечĕ çĕнтернĕ

ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ Даниил Егоров Раççей ăмăртăвĕнче палăрнă. Çăмăл атлетика енĕпе иртнĕскерте 18 тултарман яшсемпе хĕрсем хутшăннă.

Тупăшу халĕ Волгоградра иртет. Унта çĕршывăмăрăн мĕн пур регионĕнчи 1200 спортсмен хутшăнать. Турнирăн пĕрремĕш кунĕнче 16-ри Даниил Егоров 3000 метрлă дистанцире çĕнтернĕ. Вăл финиша 8 минут та 42,04 çеккунтра чупса тухнă.

Олимп резервĕсен Шупашкарти училищин вĕренекенĕсем Даниил Дмитриев — пиллĕкмĕш, Данил Максимов çиччĕмĕш вырăнсене йышăннă.

 

Рубрика: 
Теги: