«Çемье савăнăçне кураймарăм»
«Тулли çемьепе савăнса пурăнасси пулмарĕ. Çапах шăпама ÿпкелеместĕп. Мĕн тăвăн, пурнăç кустăрми мĕнле кусасси пиртен кăна килмест çав», — терĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Сĕнтĕрте пурăнакан Васа Баранова.
Ырлăх вырăнне хурлăх
Сăпайлă та вашават кинемейпе Çĕнĕ Сĕнтĕрте паллашма тÿр килчĕ. Ватă çын лавккара çÿлĕк çинчи тĕслĕ çăм çипсене тăрăшсах сăнарĕ. «Каллех алсиш-нуски çыхасшăн-и? Тин кăна парса ятăн вĕт?» — ыйтрĕ унран Вера Тяканова. «Хĕлле ал ĕç тумасан вăхăт иртмест. Выльăх-чĕрлĕх тытма пăрахнă хыççăн ирĕклĕрех. Çулла пахчара ĕçленĕрен кун иртни сисĕнмест», — хуравларĕ вăл.
Вырăнти хуçалăхра 80 çул тултаричченех вăй хунă. Вăрман каснă, тырă вырнă… — мĕн пур йывăр ĕçе кÿлĕннĕ вăл. Вăрçă, ун хыççăнхи йывăр çулсенче кам çине шанăн? Кайран та ăна шăпа сăпкара сиктермен.
Васа Андреевна 1930 çулта Çĕнĕ Сĕнтĕрте йышлă çемьере çуралнă. «Вун пĕр ачаран чи кĕçĕнниччĕ. Халĕ пĕчченех юлтăм, ыттисем çĕре кĕнĕ. Аннерен 6 çулта чухне тăлăха юлнă эпĕ. Атте тек авланмарĕ, пире çитĕнтерчĕ. 1940 çулта чухăнлăхран, выçлăхран тарса çемйипех Алтай тăрăхне тухса кайрăмăр. Пире бараксене пурăнма вырнаçтарчĕç. Унта уй-хир тулли тырă, армути, çум курăк кашласа ларатчĕ. Вырнă тырра тасатмасăрах авăртса çăкăр пĕçернĕ. Армути ту-тăллăскерне çиме çукчĕ. Тырра выракан çукран çаплипех юр айне юлчĕ. Ун чухне комбайнсем пулман. 15-ри Аркаш пичче колхозра çĕр сухалатчĕ. Вĕсене столовăйĕнче апат çитеретчĕç те пăт-тине киле илсе килетчĕ. Вăл та, армутипе хутăш пĕçернĕрен, шăршлăччĕ. Пĕррехинче хуларан шурă çăкăр туянса килчĕç. Выçăхса çитнĕскер çавна чарăнмасăр çирĕм те кÿпĕнтĕм. Килтисем хăраса ÿкрĕç, чÿрече уçса мана çĕре сиктерме тытăнчĕç. Вăй пĕтичченех сике-сике улăхнă хыççăн кÿпĕнни иртрĕ. Алтай тăрăхне ырлăх вырăнне хурлăх курма кайни кăна пулчĕ. Пĕрле çула тухнисенчен нумайăшĕ каялла таврăнчĕç, çав шутра тăвансем те. Эпир, аттепе икĕ ачи, юлтăмăр. Çулталăкран пиччерен Петĕртен çыру илтĕмĕр, вăл пире илме килессе пĕлтернĕ. Кĕтмен çĕртен вăрçă тухрĕ те Алтай тăрăхне куçса пынисене киле яма пăрахрĕç. Çула тухма укçа çук. Ун чухне ĕçленĕшĕн тÿлемен. Кил-тĕрĕшри мĕн пур япалана сутса укçа тукаларăмăр. Тăхăнмалли çукран çÿхе утиялпа чĕркентĕм. Çур çĕр иртсен сахăр кăшманĕ турттаракан машина çине ларса станцие вăрттăн тухса тартăмăр. Тăван яла нушаланса çитрĕмĕр, анчах пурăнмалли çук: пирĕн пысăк çуртра шкул, медицина пункчĕ вырнаçнă. Çапах пире валли те пĕр пÿлĕм уйăрса пачĕç», — аса илчĕ иртнине ĕç ветеранĕ.
Хаяр вăрçă çемьене аркатнă: пĕрисем — фронта, теприсем окоп чавма е вăрман касма тухса кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен Петр таврăнайман, хаяр çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Вăрçă çулĕсенче çемье татах йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. «Выçлăхпа антăхнăран вăрмана «тăрна пăрçи» татма каяттăмăр. Ăна нумай çинĕрен вар-хырăм ыратнипе аптăраттăмăр. Кăчкă татса типĕтнĕ хыççăн пашалу пĕçернĕ. Крахмал та сахал мар çинĕ. Çав тери нуша курса ÿснĕ эпир. Çапах вилмен, Турă упранă пире, — хаш сывларĕ Васа Баранова. — Атте 87 çула çитсен пурнăçран уйрăлчĕ».
Турă çырнинчен иртеймĕн
Васа Андреевна çемьере кĕçĕнни пулнă май тăван килтех тĕпленнĕ. Шел, ăна çемьепе мăшăрпа савăнса пурăнма тÿр килмен. Вăрçă хыççăн суйламалăх йĕкĕтсем те пулман çав. Чун туртман çынпа çемье çавăрас килмен унăн. Çапах ватлăхра тăр пĕччен юласси канăç паман ăна. Ялта çирĕп тĕревсĕр йывăр. Васа икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Геннадипе Николая ура çине тăратассишĕн çине тăрса ĕçленĕ. Тĕпренчĕкĕсем ăна вăй-хăват парса тăнă тейĕн. Кил-çурт каллех ача-пăча сассипе тулни хавхалантарнă хĕрарăма. Ывăлĕсене ачаранах ĕçе хăнăхтарнă, тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕ. «Ватлăхра мана пăрахмаççех», — тесе савăннă амăшĕ.
Анчах шăпана улталаймăн. Малалла вулас...
Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.