Комментари хушас

25 Кăрлач, 2019

Хăрушсăрлăх пирки асăрхаттарчĕç

Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасăр çĕр çинче куллен мĕн чухлĕ инкек пулать! Ача-пăча алхаснине пула çулăм тухасси те часах. Унсăр пуçне шăпăрлансем асăрханманнипе шывра путнă тĕслĕхсем те çук мар.
Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн тата ЧР ВДПО ĕçченĕсем çавнашкал инкексем сиксе ан тухчăр тесе республикăри шкулсене тухса çÿреççĕ, ачасемпе тĕл пулу йĕркелеççĕ, хăрушсăрлăх йĕркине аса илтереççĕ.
Шел пулин те, паянхи ăру çыннисен хушшинче тĕлĕнмелле хăтланакансем те пур. Сăмахран, Раҫҫей МЧСĕн Чӑваш Енри тĕп управленийĕн пĕчĕк карапсемпе ĕҫлекен патшалӑх службин патшалӑх инспекторĕ Сергей Аршинов хăрушă пулăм аса илчĕ. Шывран пĕчĕк хĕр ача кĕлеткине туртса кăларсан çыран хĕрринче канакансем çав инкек умĕнче сăн ÿкерĕнме ыткăннă. Мĕнле-ха апла? Çыннăн инкекĕшĕн савăннă пекех пулса тухать-çке ку!
Хăрушсăрлăх йĕркине аса илтерекен тĕл пулу ĕнер Сосновка поселокĕнче вырнаçнă М.П.Костина ячĕллĕ Атăл леш енчи шкулта иртрĕ. Раççей МЧСĕн ЧР тĕп управленийĕн пресс-службин ертÿçи Ольга Нягина ачасене тимлĕ итлеме сĕнчĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркипе паллаштарчĕ, çакна пăхăнманни мĕнлерех инкек патне илсе çитернине Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕн тĕслĕхĕпе /1961/ çирĕплетрĕ. Шкулта пысăк мероприяти ирттернĕ чухне сĕтел-пукана чÿрече патне куçарма юрамасть, унта пушă пулмалла. Пушар тухсан хăраса ÿкни, хурах кăшкăрни те çăлăнма чăрмантарать çеç.
Ăнсăртран куракансен умне тухнă «Константин-01» пуканене ачасем тимлĕ сăнарĕç. Пушар хуралĕн ĕçченĕ пулма мĕнлерех-ши? Çакна ачасем вĕсен тумне ăмăртмалла тăхăнса та пулин туйса курас терĕç. Кунта çакна шута илмелле: инкекри çыншăн кашни самант хаклă. Чи хастаррисем парнеллĕ пулчĕ. Çавăн пекех ачасем шыври çăлавçăсен тата химирен хÿтĕлекен çи-пуçа та тăхăнчĕç. Противогаз уйрăмах кăсăклантарчĕ вĕсене. Ăна та тĕрĕс тăхăнма пĕлмелле: малтан янаха кĕртмелле, унтан пуç çинелле туртмалла, вара сывлăш фильтрĕ тасалтăр тесе сывласа кăлармалла. Хывнă чухне каллех янахран пуçламалла.
Кăмăллă самантпа та асра юлчĕ çак тĕл пулу шкулшăн. Математика вĕрентекенне Татьяна Чердаковăна пушар хăрушсăрлăхĕн профилактика ĕçĕнче пулăшнăшăн ВДПО Тĕп Канашĕ Хисеп грамотипе чысларĕ. Чăваш Енри ВДПО аслă инструкторĕ Татьяна Дергунова ăна тав туса пушар сÿнтермелле хатĕр парнелерĕ.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн сăн ÿкерчĕкĕсем.