Комментари хушас

25 Раштав, 2018

Çăлавçăсем кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

Республикăри аварипе çăлав службисем паян кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, çитес çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл вĕренÿпе методика пухăвĕ умĕн аварипе çăлав службисем усă куракан ятарлă тата пушар техникине пăхса çаврăнчĕ.

«Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри — халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Çавна май эпир аварипе çăлав службисен техника паркне пуянлатсах пыратпăр. Çакă инкеке лекнĕ çынсене вăхăтра пулăшма тата синкерсене сирсе яма май парать. Профилактика мероприятийĕсене йĕркелени инкексен шутне чакарассине витĕм кÿрет», — терĕ Михаил Игнатьев пухăва уçнă май. Вăл Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен вăхăтĕнче тимлĕхе пушшех çухатмалла маррине аса илтерчĕ.

Çăлавçăсемпе пушарнăйсен кăçалхи ĕçĕн тĕп кăтартăвĕсемпе Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор паллаштарчĕ. Вăл 2018 çулта пирĕн республикăра синкерлĕ лару-тăру 3 хутчен пулнине пĕлтерчĕ. Çав шутран пĕри — юпа уйăхĕнче çул çинче пулнă пысăк авари, унта 12 çын пурнăçĕ татăлнă. Асăннă синкерсем пĕтĕмпе 92 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Станислав Антонов пушарсемпе çыхăннă лару-тăрупа та паллаштарчĕ. Кăçал вут-çулăм алхасасси те, вĕсенче çын вилесси те пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ытларах пулнине каларĕ. Пушар нумай чухне çак сăлтавсемпе тухнă терĕ: вут-çулăмпа асăрханусăр пулни, кăмакапа тата электрохатĕрсемпе усă курнă чухне ятарлă правилăсене пăхăнманни. Генерал-майор пушар хăрушсăрлăхĕн мерисем валли укçа çителĕклĕ уйăракан тата кĕмĕл пачах уйăрман районсемпе хуласене уйрăммăн асăнчĕ.

Станислав Юрьевич шыв объекчĕсенчи лару-тăрупа та паллаштарчĕ. Кăçал çуллахи вăхăтра ачасем путса вилесси пĕлтĕрхинчен 2,5 хут ÿснине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Ашшĕ-амăшне тата аслисене çул çитменнисем тĕлĕшпе тимлĕрех пулма чĕнсе каларĕ.

ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов республикăри «112» тытăм пирки доклад турĕ. Çак система васкавлă пĕтĕм службăна пĕрлехи номерпе — 112 — шăнкăравлама май панине палăртрĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх — асăннă тытăмра ĕçлекенсем уйăхра вăтамран 70 пин шăнкăрав таранччен йышăнаççĕ. 

Вĕренÿпе методика пухăвĕнче çавăн пекех «Хăрушсăр хула» аппаратпа программа комплексĕ пирĕн республикăра мĕнле пурнăçланни пирки каласа кăтартрĕç. Çавăн пекех Шупашкар хулинче, Вăрнар тата Куславкка районĕсенче аварипе çăлав службисем мĕнле ĕçленине сÿтсе яврĕç. Ĕçре палăрнисене наградăсем парса чысларĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.