Комментари хушас

14 Раштав, 2018

Юмах тĕнчи хăнасене кĕтет

Çĕнĕ çул çывхарнă май Шупашкарти парксем капăрланаççĕ. «Лакрей вăрманĕнче» хĕллехи кану валли лапамсене йĕркелес ĕçсем вĕçленнĕ те. Тĕп аллейăна çутă диочĕсемлĕ гирляндăпа капăрлатнă 10 люстрăпа тата «Северное сияние» гирляндăпа илемлетнĕ. Тĕмсенчен ăсталанă кÿлепесемпе йывăçсем те тĕрлĕ çутăсемпе ялкăшĕç. Сăн ÿкерĕнмешкĕн тематикăллă баннерсем пур.

Пуринчен ытла, паллах, тимлĕхе 8 метр çÿллĕшлĕ искусствăллă Çĕнĕ çул чăрăшĕ тивĕç. Çавăн пекех паркра сцена, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр сутакан пĕчĕк çуртсем вырнаçтарнă. «Лакрей вăрманĕнче» пулса курма ĕлкĕрнисем ăна: «Юмахри пек», — тесе хакланă.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Сap.ru сайтран илнĕ сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 
Теги: