Çимĕк - Троица
Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕ - Çимĕк е Çветтуй Троица. Ĕлĕк чăвашсем Çимĕк паллă тунă. Вăл Çурхи ĕçсем вĕçленсен çу кунĕсене кĕтсе илнĕ уяв пулнă. Çав куна кĕçнерни кун паллă тунă. Ир-ирех мунча хутнă, çĕнĕ милĕк хатĕрленĕ. Çитмĕл çичĕ курăка пăшăхланă шывпа çăвăннă. Çурхи курăксен техĕмĕ тĕрлĕ чир-чĕртен сипленине ĕненнĕ. Çĕнĕ çи-пуç тăхăннă, тĕрлĕ çиме хатĕрленĕ. Вилнĕ тăванĕсен чунĕ çав кун чĕррисене илтет тесе шухăшланă. Çавăнпа çăва-масар çине кайса тăванĕсен вил тăприсене чечексемпе илемлетнĕ, куркана тăрă шыв, сим пыл ярса вилнĕ тăванĕсен чунĕсене сăйланă, тĕрлĕ апат-çимĕçе вил тăприсем çине хывнă. Чĕрĕ çынпа калаçнă пек вилнисен «чунĕпе калаçнă».
Чăвашсем Христос тĕнне йышăннă май Çимĕк Троицăпа пĕрлешсе кайнă. Халĕ турра ĕненекенсем чечек-курăк çыххисене Троицăра чиркÿре сăваплаççĕ. Кĕлĕ вулаççĕ. Масар çине вилнĕ тăванĕсемпе «калаçма» каяççĕ.
Мĕн-ха вăл Троица? Вăл туррăн виçĕ сăпачĕн - Ашшĕн, Ывăлĕн тата Çветтуй Сывлăшăн - пĕрлĕхне пĕлтерет. Христос 30 çул тултарсан еврей халăхне евангелие вĕрентме тытăнать. Хăй Турă Ывăлĕ пулнă май ытти халăха та çĕнĕ халал, пил парать. 3 çул вĕренекенĕсемпе çÿренĕ хыççăн ăна асаплантарса вĕлереççĕ. Вăл çакăн хыççăн 3 кунран Мăн кунра чĕрĕлет те çĕр çинче 40 кун хушши вĕренекенĕсене, ахаль çынсене те курăнать, вĕрентет. Вĕренекенĕсене пил панă май вĕсем еннелле вĕретS «Çветтуй Сывлăша йышăнăр, вăл сире вăй-хал кĕртĕ, чун-чĕрене усалтан упрама пулăшĕ», - тет. Хăй мĕн каланине пĕтĕм халăха вĕрентме пил парать. Вĕренекенĕсен умĕнчех тÿпене çĕкленет. Тепĕр 10 кунран Христос апостолĕсем Çветтуй Сывлăшпа тулаççĕ. Вăл шăпах ĕнтĕ Мăн кунран 50 кунран пулнă.