Комментари хушас

13 Раштав, 2018

Чăваш Енре Театр çулталăкĕ уçăлчĕ

«Театр ăс панă пек нимĕнле хулăн кĕнеке те вĕрентме пултараймасть», — тенĕ Ф.Вольтер. Паян та театр хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Халăх спектакльсене юратса çÿрет. Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн, 2019 çул Раççейре Театр çулталăкĕ пулĕ. Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Театр çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев хутшăнчĕç.

Паян республикăра — 6 патшалăх, уйрăм çын тытса тăракан —2 /Камерлă театр, Ÿнер театрĕ/, 43 халăх театрĕ. Театр çулталăкĕнче Чăваш Енре театр учрежденийĕсенчи пурлăх никĕсне çирĕплетес, культура ĕçченĕсене патшалăх пулăшăвĕ парс енĕпе малалла ĕçлĕç. Çавăн пекех Театр çулталăкĕнче Чăваш Енре пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем те ирттерме палăртнă. Куракана Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ, «Пурин те пĕр пек пулмасан та юрать» хăйне евĕр куракансен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ, М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ, республикăри театр коллективĕсен «АВАНсцена» фестивалĕ савăнтарĕ. Çитес çул оперетта фестивальне ют çĕршывсенчи юрăçсене чĕнме палăртнă. Театрсенче çавăн пекех çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртĕç. Сăмахран, вырсарни шкулĕсенче вĕренекенсен «Ĕнен-Юрат—Аталан» спектакльсен фестивалĕ, республикăри театра юратакансен «Яланах театр» фестивалĕ, уçă тÿпе айĕнчи «Çуллахи сезон» республика фестивалĕ, «Абрикос сачĕ» студентсен театр фестивалĕ. Çакна та калар: çитес çул Чăваш Енри патшалăх театрĕсенче 200 ытла спектакль кăтартĕç. Репертуар çĕнелсех тăрать. Çулсеренех 20 ытла премьера пулать.

ФОТОРЕПОРТАЖ...

www.hypar.ru

Рубрика: