Сочире «Тăван Атăл» журнала чысланă, е Мăнаçланмалăх пур:«Тăван Атăл» журнал Раççейри чи лайăх пилĕк наци кăларăмĕн йышне кĕнĕ
Ытлашши сăпайланса тăмăпăр, çак хыпар журнал редакцийĕшĕн кăна мар, пĕтĕм Чăваш тĕнчишĕн, чăваш литературишĕн пĕлтерĕшлĕ те курăмлă пулнине уççăнах çырăпăр. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен паян, урамра саккăрла кăна мар, вуннăлла та çаптаракан рынок саманинче, «чун апачĕ» – литература — çинчен хушăран хушă кăна аса илни, «чун-чĕре сиплевçисене» вара – литераторсене, сăмах ăстисене кирлĕ пек тимлĕх уйăрманни, вĕсен обществăри пĕлтерĕшне ăнлансах кайманни никамшăн та вăрттăнлăх мар.
Сочире юпа уйăхĕн 6-12-мĕшĕсенче «Пĕтĕм Раççей» пресса фестивалĕ иртнĕ. Наци кăларăмĕсен кунне те йĕркеленĕ. Шăпах унта кăçал пирĕн çĕршывра пĕрремĕш хутчен йĕркеленĕ «Раççейри чи лайăх наци кăларăмĕ» конкурсра çĕнтернисене чысланă. «Чи лайăх литературăпа ÿнер кăларăмĕ» номинацире «Тăван Атăл» журнал конкурса хутшăннă ытти кăларăмсенчен пĕлтерĕшлĕрех, илемлĕрех, шухăшлăрах пулнине палăртнă комисси пайташĕсем. Çĕнтерÿçе Диплом тата илемлĕ кÿлепе парнеленĕ. Йывăçран, тимĕртен тата эмальтен тунă кÿлепе авторĕ – Якутири паллă художник- скульптор Николай Чоччасов. «Статуэтка çинче пирĕн çĕршыври тĕрлĕ халăхăн алфавичĕ сăнарланнă. Вĕсенчен çĕнтерÿ патнелле йыхравлакан лавр çулçисем тухаççĕ. Эпир пурте тĕрлĕрен-тĕрлĕ чĕлхепе калаçатпăр, çыратпăр. Çакă пире хамăр наци хăй евĕрлĕхне упраса пурăнма пулăшать. Тăван чĕлхене пĕлни, унăн пуянлăхне упрани вара пире ытти халăхсен культурине те ăнланма май парать. Çак ĕçре регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен тÿпи те пысăк», — çапларах ăнлантарать парне-кÿлепен шухăшне якут скульпторĕ.
Журнал авторĕсене, ăна çырăнса илсе ву лакансене, тĕрлĕ кĕтесрен хыпар-хăнар пĕлтерсе тăракансене, сĕнÿ-асăрхаттару паракансене, кăларăма хатĕрлесе, калăпласа кăларма пулăшакансене таса кăмăлтан тав тăватăп, пурнăçра ырă та çутă, мал шухăшлă тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçа кĕртме вăй-хăват сунатăп.
Вулакансем тенĕрен, «усал хыпар утпа çÿрет» теççĕ те, Интернет ĕмĕрĕнче лайăх хыпар тата та хăвăртрах саланать иккен. Редакцие саламсем тĕрлĕ регионтан халиччен те килеççĕ. Вĕсенчи хăш- пĕр йĕркесене кăна илсе кăтартас килет /çыракансен стильне хăваратăп. – Авт./. Тутарстанри Çарăмсан районĕнчи Ульяновка салинче пурăнакан М.В.Волков çапла çырать: «… сирĕн журналăрта çав тери илемлĕ страницăсем, унта истори те, хальхи самана çинчен те кирлĕ калаçусем пур. Сире çирĕп сывлăхпа, çĕнĕ çыравçăсемпе пĕрле савăнăç сĕнетĕп…» Тавах, Михаил Владимирович, ырă сăмахсемшĕн! «Тăван Атăл» журнала вулакансен сывлăхĕ çирĕп пултăр, редакци ĕçченĕсем чĕрĕ, вышкайсăр ĕмĕт-тĕллевсен çутипе çунччăр», — çырать В.И.Сергеев та. «Тăван журнал малашне те чăвашсемшĕн чун çăкăрĕ пултăр…» — тет Аскольд Де Герсо çыравçă та. «…Журнал килĕшет, ăна вуласах пыратăп, тепĕр çур çула та çырăнатăп», — пĕлтерет Чăваш Енри Тăвай районĕнчен Л.И.Данилов.
Халăх ырă сунни начар мар паллах. Анчах пурнăç йĕрки тĕпрен улшăннипе паян тăван чĕлхе йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕ. Çакна вулакансем те палăртаççĕ. Вĕсенчен килекен кашни çырура — чун ыратăвĕ: «Нивушлĕ тăван чĕлхе, литература никама кирлĕ мар пулса юлĕç?.. Мĕн тумалла?..» Малалла вулас...