Комментари хушас

20 Чÿк, 2018

Кашни çыншăн тÿлемелле

Юпа уйăхĕшĕн коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн квитанци илтĕм. Унта çĕнĕ йĕрке кĕртнĕ — «ТКО турттарса тухни». Мĕн вăл, манăн уншăн ма тÿлемелле? Тÿлев хăпарĕ-и?

Л.ИВАНОВ, Шупашкар хули.

ТКО — коммуналлă хытă каяшсем, урăхла каласан — эпир куллен контейнера тухса пăрахакан каяшсем. 2018 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса управляющи компани каяшсене турттарса тухассине пурнăçламасть, халь ку ĕçе пирĕн республикăра коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлекен оператор — «Экосервис» МВК» общество — пурнăçлать. Унччен çÿп-çапа, каяшсене турттарса тухнăшăн тÿлемелли виçе çурт-йĕре тытса тăмалли тÿлев шутĕнче пулнă, урăхла каласан, ку тÿлев çĕнĕ мар. Регион операторĕ ĕçлеме тытăннă май ТКО турттарса тухнăшăн тÿлемелли виçене уйрăм йĕркепе палăртаççĕ.
ТКО тÿлевĕн ÿсĕмне ытларах пĕчĕк хваттерсенче пысăк йышпа пурăнакан çемьесем туйĕç. Мĕншĕн тесен унччен вĕсем хваттер лаптăкне кура тÿленĕ, пурăнакансен йышĕ вара çав виçене нимĕнле витĕм те кÿмен. Халь пачах тепĕр майлă: хваттер лаптăкĕ пĕлтерĕшлĕ мар, çавна май пысăк хваттерсенче пĕччен пурăнакансен тÿлев виçи самай пĕчĕкленет.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ТКОпа ĕçлемелли çĕнĕ тарифсем вăя кĕнĕ. Вĕсене Чăваш Енĕн Тариф служби регион операторĕ валли çирĕплетнĕ. Уншăн /регион операторĕшĕн/ пĕрлехи тариф кубла метршăн 442,22 тенкĕпе е çын пуçне уйăхра 74,44 тенкĕпе танлашать.
Сăмахран, пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте 5 çын пурăнать. Эппин, 74,44 тенке 5 çине хутламалла та — çак хваттерĕн 372,2 тенкĕ тÿлемелле.
Район прокуратури çынсен пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ыйтупа çыхăннă ыйтăвĕсемпе тимлĕ пулĕ, саккуна пăснă тĕслĕхсемпе тĕплĕ тĕрĕслевсем ирттерĕ.

М.ЛЕВШИНА, Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн пулăшуçи.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.