Комментари хушас

5 Çĕртме, 2014

Çĕр улмин хисепĕ хăçан таврăнĕ?

Статья ятне мĕншĕн çапла панине вулакан ăнланса илчĕ пулĕ. Çĕнĕ ĕмĕре пырса кĕнĕ-кĕменех пирĕншĕн «иккĕмĕш çăкăр» шутланакан çĕр улмин чыс-сумĕ палăрмаллах чакрĕ. Ăна валли уйăракан лаптăксем куç умĕнчех пĕчĕкленчĕç. Чăваш Енĕн пур кĕтесĕнче те апат-çимĕçĕн тĕп продуктне аграри тытăмĕнчи предприятисем пусă çаврăнăшĕсенче вырăн парасси «манăçа» тухма пуçларĕ. Лару-тăру çакăн пек йĕркеленме тытăннипе, паллах, пĕрре те килĕшес килмест. Хăй вăхăтĕнче, пайăррăн илсен, ылханлă вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăн çĕр улми пирĕн ÿсĕмри ачасене выçă вилесрен çăлса хăварнине ытла та хăвăрт мантăмăр-ши?

Çуркунне, юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех, шывлă ана çинче крахмал пуçтарни, анне унран икерчĕ пĕçерни куç умне тухать. Хальхи вăхăт тÿпинчен пăхсассăн та ун чухне çĕр улми пирĕншĕн пĕрремĕш çăкăр вырăннех пулнă теес килет. Акă мĕншĕн Красноармейски салинче пурăнакан, Совет Союзĕ арканиччен çак районти район канашне тата парти райкомне пултаруллăн ертсе пынă Сергей Железин ветеран çĕр улмине чысласа Шупашкарта палăк лартма сĕнÿ панă. Çак шухăш патне вăл ăнсăртран çитсе тухман. Йĕпреç тăрăхĕнчи Эйпеç ялĕнче çуралса ÿснĕскерĕн ачалăхĕ шăпах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсемпе тĕл килнĕ. Ашшĕне çапăçу хирĕнче çухатнă йышлă ачаллă çемьене выçăпа касăласран çĕр улми çăлса хăварнă та.

Манăн шухăшăмпа, Сергей Железинăн сĕнĕвне республика ертÿлĕхĕ шута илессе шанас килет. Республикăн тĕп хулинче лартакан палăк çак культурăн чапĕпе хисепне тепĕр хут тавăрма пулăшмаллах. Халĕччен Раççейре çĕр улмине кунашкал чыс кÿни пулман. Апла тăк пархатарлă ĕмĕте вăраха ямасăр тĕллевлĕ ĕçпе çирĕплетесчĕ. Тĕп хула урамĕнче, халăх йышлăн иртсе çÿрекен вырăнта асăннă палăк мăнаçлăн çĕкленсе ларнă хыççăн «иккĕмĕш çăкăра» «манăçнă» культура шутне кĕртнĕ ертÿçĕсем те хăйсен йăнăшне ăнланса илĕç, ÿлĕмрен ыттисен умĕнче намăс курмалла ан пултăрччĕ тесе ăна пусă çаврăнăшĕсенче чи пулăхлă çĕрсем çинче вырăн парĕç...

Халĕ вара паянхи куна таврăнар-ха. Çĕр улмине республикăра пĕлтĕр 17793 гектар çитĕнтернĕ, кăçал мĕн пурĕ те 12895 гектар çинче туса илме планланă. Лаптăкне 27,2% пĕчĕклетнĕ. Мĕншĕн? Йĕпреç тăрăхĕнче вăл хăйĕн пĕлтерĕшне çухатни куç кĕрет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче вăрманлă районта ăна 1500 гектартан кая мар лартнă. Хурамалти Ленин ячĕллĕ колхоз кăна çулсерен 300 гектар çинче çитĕнтеретчĕ, 200-250 центнер тухăç илетчĕ. 2014 çулта Йĕпреçсем «иккĕмĕш çăкăра» 80 гектар çинче туса илме пăхнăччĕ. Шел, сăмаха тытаймарĕç: кĕркунне хатĕрленĕ вăрлăх пĕтĕмпе те малтан палăртнă лаптăкăн çуррине варăнтарса хăварма çеç çитрĕ. ХФХсем те ку ĕçпе аппаланас темерĕç курăнать. Пĕчĕк Патăрьелĕнчи Юрий Высоков фермер кăна /вăл пĕлтĕр «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ/ апат-çимĕçĕн пĕрремĕш продукчĕ валли 10 гектарлă лаптăк уйăрма май тупнă. Вăл иртнĕ çулта ир пулакан çĕр улмирен самаях палăрăмлă тупăш илнĕ-мĕн...

«Манăçнă» культурăпа пулса тăнă лару-тăру сăлтавĕсене тĕпчес тĕллев лартман эпир. Анчах, пĕтĕмĕшле илсен, Раççейĕпех ку енĕпе чун-чĕрере салхуллă та пăшăрхануллă туйăмсем çуратакан пулăм хуçаланать. Çакна вара Раççей телекуравĕн иккĕмĕш каналĕпе кăтартакан «Сельское утро» кăларăмра тухса калаçнă çĕр-шыври Çĕр улми союзĕн ĕç тăвакан директорĕ Алексей Красильников та пытарса тăма пултараймарĕ. «Раççейре пурăнакан кашни çын çулталăкра 63 килограма яхăн çĕр улми çиет, - терĕ вăл. - Çĕр-шывра ку продукципе ытлăн-çитлĕн тивĕçтерес тесен кĕркунне 11 миллион тоннăран кая мар пухса кĕртмелле. Статистикăна ĕненес пулсан иртнĕ çулхи кăтарту 30 миллион тонна патнех çитнĕ. Анчах та кăçалхи çуркуннеччен, çĕр улми лартма тухиччен, çак калăпăшăн миçе процентне тĕрĕс-тĕкел упраса хăварма май тупнă-ши?»

Алексей Петрович хăйĕн калаçăвне ыйтупах вĕçлерĕ, ăна уçăмлă хурав параймарĕ.

Çĕр улми союзĕн ĕç тăвакан директорĕ çĕр-шывра çак культура валли уйăракан лаптăк çултан çулах чакса пыни çинчен те каларĕ. Кунпа вара чикĕ леш енчи усламçăсем çав тери вырăнлă усă курнине те пытармарĕ вăл. Ара, хамăр та апат-çимĕç лавккисенче Египетран, Пакистанран, Голландирен тата ытти çĕртен кÿрсе килекен продукцие /экологи енчен илсен вăл мĕнле пахалăхлă пулнине пĕлмесĕрех/ хаклă хакпах туянатпăр. Çиме кăна мар, лартма та. Специалистсем каланă тăрăх - Европăран пире паракан çĕр улми вăрлăхĕ ытларах чухне тĕрлĕ чир-чĕрпе сиенленнĕскер-мĕн. Эпир çак культурăна вăрлăхлăх туса илекен сăнавлă-кăтартуллă хуçалăхсенчен туянассине темшĕн-çке шута хумастпăр.

Пирĕн республикăра çавăн пек хуçалăх сахал мар. Муркаш районĕнчи «Ударник», Вăрнар районĕнчи «Санар», Комсомольски районĕнчи «Çĕр улмине - мухтав» т.ыт.те «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерсе ырă ятпа чыс-хисепе тивĕçнĕ. Вĕсен тăрăшулăхне çĕр улми Чăваш çĕр-шывĕшĕн наци продукчĕ пулса тăнине çирĕплетме май парать. Ан тив, тури тата анатри чăвашсем ăна омма, çĕрми, паранкă, картахви, кантук, калтток т.ыт.те тесе калаччăр, анчах та вăл литература чĕлхине «çĕр улми» сăмах пулса кĕнине пирĕнтен кашниех лайăх ăнланать...

«Иккĕмĕш çăкăр» Чăваш çĕр-шывĕн уйĕсенче малтанхи пекех хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупасса шанас-ĕненес килет.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.