Комментари хушас

15 Чÿк, 2018

Кашни çын тулли пурнăçпа пурăнма тивĕç

Иртнĕ эрнере Шупашкарти Ача-пăча реабилитаци центрĕнче протезсен, ортопеди тата реабилитаци хатĕрĕсен куравĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ — сусăр ачасен ашшĕ-амăшне реабилитаци хатĕрĕсемпе паллаштарасси, вĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа парасси.

Пухăннисене малтанах çавра сĕтеле йыхравларĕç. Унта ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтĕлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ Лариса Арсентьева, ЧР ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина, РФ социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи Галина Николаева тата ыттисем хутшăнчĕç. Галина Григорьевна федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн фондăн регионти уйрăмĕ инвалидсене тата сусăр ачасене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтернине каласа пачĕ, хăш-пĕр цифрăпа паллаштарчĕ. «Чăваш Республикинче социаллă пулăшупа 102 пин ытла çын, çав шутра 79 пин ытла инвалид, усă курать. Сусăр ачасем — 4 611-ĕн. 2018 çулта инвалидсене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен 235 миллион тенкĕ уйăрнă. Çулта-лăк пуçланнăранпа сусăр ачасен ашшĕ-амăшĕпе представителĕсенчен 4 пин ытла ыйту йышăннă. Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне инвалид ачасене реабилитацин 349 пин ытла хатĕрĕпе тивĕçтернĕ, хăйсем тĕллĕн туяннисемшĕн 7,7 млн тенкĕ тавăрса панă», — пĕлтерчĕ вăл.
Лариса Арсентьева çакăн евĕр куравсен пĕлтерĕшне палăртрĕ. «Кашни çын тулли пурнăçпа пурăнма тивĕç, патшалăхăн, обществăн, бизнесăн тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшмалла», — пĕлтерчĕ вăл шухăшне. Инвалид ачасемлĕ çемьесене кÿрекен пулăшу çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Реабилитаци хатĕрĕсен шутне инвалид ачасене илсе çÿреме кирлĕ кресло-кÿмесем, протезпа ортопеди хатĕрĕсем, хăлха япăх илтекенсене кирлĕ аппаратсем тата ыттисем кĕреççĕ. Владимир облаçĕнчи организаци представителĕсем курава кÿмесемпе хутшăнчĕç. Пĕр ашшĕ çăмăл машинăна кресло пек кĕрсе лараканнипе кăсăкланчĕ. Ытти ашшĕ-амăшне кÿмесем пĕр вăхăтрах урамра та, пÿлĕмре те усă курма май пуррипе илĕртрĕç.
«Сарлакăшĕ улшăнать, урапасем блокланаççĕ, анчах ку модель — çÿллĕрех çынсем валли. Кĕлет-кепе пĕчĕкрех пулсан хыçĕнче курăнмастăр та», — паллаштарчĕ ретре ларакан кÿмесенчен пĕринпе организаци представителĕ.
«Пирĕн шăпах çакăн пек кÿме. Урапасем пĕчĕкреххипе ялта çÿреме кансĕр», — тĕллесе кăтартрĕ курава ачипе килнĕ хĕрарăм пахалăх енчен лайăхраххине шыранине пĕлтерсе. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.