Комментари хушас

4 Чÿк, 2018

Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа

Паян Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа митинг-концерт иртрĕ.

Çанталăк çумăрлă пулнине пăхмасăр унта халăх йышлă пухăнчĕ: тĕрлĕ политика партийĕн, общество организацийĕсен, профсоюз пĕрлешĕвĕсен, ĕç тата пултарулăх коллективĕсен представителĕсем, предприяти-организацире вăй хуракансем, студентсем, хулара пурăнакансемпе хăнасем.

Чылайăшĕн аллинче — волонтерсем валеçсе панă ялавсем, виçĕ тĕслĕ пысăках мар хăюсем. Уяв «Раççей тÿпи айĕнче» театрализациленĕ курăнуран пуçланчĕ. Унтан пухăннисем пурте пĕрле тата пĕр кĕвĕллĕн Раççей гимне шăрантарчĕç.

Митинг-концерта килнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе саламларĕ. Пурне те тăнăçлăх, çураçулăх, телей тата юрату, малашне те çĕнтерÿсем тума сунчĕ.

Хĕрлĕ тÿреме пухăннисене РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов тата Николай Малов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ыттисем саламларĕç.

Унтан савăнăçлă концерт пулчĕ.

Елена ПЕТРОВА, учитель:

— Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă митинг-концерта кашни çулах килетĕп. Кăçал акă 2-мĕш класра вĕренекен ывăлăм та манран юлмарĕ. Вăл хăйне кунта ялав панăшăн савăнчĕ. Кунта тепĕр çул та килме ĕмĕтленет. Эпĕ ăна халăхсен туслăхĕ пысăк вăй пулнине халех ăнлантаратăп.

Алексей АЛБУТОВ, Космонавтика ветеранĕсен Чăваш Республикинчи союзĕн ертÿçи:

— Çанталăк ăшă-и е сивĕ-и, юр е çумăр çăвать-и — эпĕ кашни çулах çак уява килетĕп. Кунта тахçантанпах курман юлташсене, пĕлĕшсене тĕл пулатăп, çав шутрах — ытти халăх представителĕсене те. Чун каниччен калаçатпăр, иртнине аса илетпĕр, концерт курса савăнатпăр.

 

Рубрика: 
Теги: