Больницăсенче уçă алăксен кунĕ
Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче республикăри больницăсенче уçă алăксен кунĕ иртĕ. Ыран пациентсем пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсемпе, ытти специалистпа тĕл пулайĕç.
Республикăри ача-пăча клиника больницине лекмешкĕн электрон регистратура урлă е 56-31-44, 56-36-39 номерсемпе шăнкăравласа çырăнма пулать. Президент перинаталь центрне те электрон регистратура урлă е 58-20-73 телефонпа шăнкăраласа çырăнма пулать. Çумра паспорт, медицина полисĕ, СНИЛС карточки, анализсен пĕтĕмлетĕвĕ пулмалла.
Унсăр пуçне шăматкун скандинави мелĕпе утассипе вĕренес текенсем ăсталăх класĕсене çитме пултарĕç. Тухтăр патне çырăннă кун больницăна çитейменнисен регистратурăна шăнкăравласа пĕлтермелле. Талонпа тепĕр пациент усă курĕ.