Комментари хушас

2 Чÿк, 2018

Пултаруллисене награда пачĕç

Паян тĕп хулари «Шупашкар Арена» пăр керменте Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявлаççĕ.

Унта республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсем 14 сехетре пуçтарăнаççĕ. Ун умĕн вĕсен пĕр ушкăнне Правительство çуртĕнче чысларĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев агропромышленноçра нумай çул вăй хунисене тата ÿсĕм тунисене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене пачĕ. Вĕсен ячĕпе каланă сăмахĕнче мухтава тивĕçнисен ĕç-хĕлне пысăка хурса хакларĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: