Комментари хушас

2 Ноября, 2018 | Ял хуçалăхĕ | уявсем

Паян, ноябрĕн 2-мĕшĕнче, Шупашкарта ял хуçалăхĕпе промышленноçра ĕçлекенсене чысларĕç.

Çĕр ĕçченĕсене, тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене, хăнасене «Шупашкар-Арена» пăр керменĕ илемлĕ юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕ. Уява килнисем республикăра чĕр тавар тирпейлекен предприятисен продукцийĕпе те паллашрĕç.

Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов уçрĕ. Ҫĕр ĕҫченĕсене Рф Патшалӑх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Николай Малов тата ЧР Патшалӑх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканĕ Альбина Егорова саламларĕҫ. Сергей Артамонов министр отрасльти çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ, умри çул-йĕре палăртрĕ.

Раççейре кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 113 млн тонна пухса кĕртнĕ — пĕлтĕрхинчен чылай сахалрах. Чăваш Енре вара — 628 пин тонна /пĕлтĕр 650 пин тонна/. Тыр-пул тухăçĕ — гектартан 23 центнер.

Çĕр улмине кăçал 8 пин гектар лартнă. 

Аграрисене, ветерансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та саламларĕ, йывăр та пархатарлă ĕçшĕн, çитĕнÿсемшĕн тав турĕ.

АПК отраслĕнче вăрах вăхăт вăй хунă, хастар та пултаруллă ĕçченсене патшалăх наградисем парса хавхалантарчĕç.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: