"Нумай сăнлă Чăваш Ен" фестиваль иртрĕ
"Нумай сăнлă Чăваш Ен". Шăпах çак ятпа иртрĕ паян Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче наци тумĕсен виççĕмĕш фестивалĕ.
Ăна пĕрремĕш хут 2013çулта йĕркеленĕччĕ. Хальхинче унта республикăри çак паллă модельерсем - Татьяна Петрова, Зинаида Воронова, Ольга Ландышева, Людмила Балтаева, Анастасия Андреева -хутшăнчĕç.
Мероприятие ачасен кăтартуллă "Эревет" ансамблĕ, республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăхăн пултарулăх коллективĕсен юрри-ташши илем кÿчĕç.