Пĕтĕм чăвашăн асламăшĕ
«Асанне юмахĕсем». Чăвашрадиопа пыракан кăларăм çавăн пек ятлăччĕ. Вăл питĕ паллăччĕ, ăна итлессишĕн каçăхсах каяттăмăр. Радиоприемникри асанне сасси чуна лăпкатчĕ. Вăл каласа панă юмаха итлес килнĕçемĕн итлес килетчĕ. РСФСР тава тивĕçлĕ артистки Вера ГОЛУБЕВА нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ. Вера Ивановна тĕрĕс-тĕкелех утса çÿрет, урама та хăй тĕллĕнех тухса кĕрет. Хăлхи начар илтет пулсан та унпа калаçма тÿр килчĕ.
Лайăх пурнăç шыраса атте пире Çĕпĕре, тулăх вăрманлă, юхан шывлă вырăна, илсе кайрĕ. Аттен пĕлĕшĕ пурăнакан ял Обь шывĕ хĕрринчеччĕ. Эпир унта кимĕпе çитрĕмĕр, килнĕ чухне чутах путса вилеттĕмĕр. Çывăрса пынă çĕртен сасартăк вăранса кайрăм та — тÿпере çăлтăрсем. Пирĕн кимĕ вăйлă юхăма лекнĕ те ăна итлеттереймеççĕ. Анне йĕрет. Эп унăн арки çине пуçа хурса пыратăп, ыттисем шарламаççĕ. Хăрушăччĕ. Обь юппине çитсен таçтан кантра тупăнчĕ. Çавăнтан ярса тытса майĕпен çырана тухрăмăр. Анне чĕркуçленсе ларса Турра тав турĕ, вилĕмрен хăтăлтăмăр вĕт. Ирхине яла çитрĕмĕр. Унта вырăссем пурăнаççĕ. Пĕр-ик кун выртса тăтăмăр-ши? Атте чăваш ялне шырама тухса кайрĕ. Чемондаевка ятлă ялта 5 стеналлă çурт туяннă хыççăн пире унта куçарса кайрĕ.
Шывра путасран хăтăлтăмăр, тепĕр синкер — çулăм — йăтăнса анчĕ. Çывăхри тайга çунма пуçланă, пирĕн ял çинех пырса кĕрет. Юрать-ха, çырма тĕлне çитсен вут-çулăма сÿнтерчĕç. Эпĕ шкула 1-мĕш класа кайма пуçларăм.
Шкулĕ хитреччĕ, йывăçранччĕ. Ытларах вырăс ачисемччĕ. Мана ухмах арçын ачапа лартнăшăн чун хурланчĕ. Киле çитсен чарăнми йĕтĕм, аттене каласа патăм. Шăпах пирĕн кил тĕлĕнчен учительница иртсе пыратчĕ те атте ăна чĕнсе кĕртсех калаçрĕ. Кун хыççăн мана хĕрачапа куçарса лартрĕç.
Çĕнĕ çул çитрĕ. Пурте уява хатĕрленеççĕ. Манăн та хама кăтартас килчĕ. Библиотекăра кĕнеке илтĕм те «Хĕллехи каç» юмах вĕрентĕм. Елкăра ăна каласа патăм. Юмаха вырăс ачисем те, чăвашсем те тимлĕ итлесе ларчĕç. Тепĕр ирхине шкула кайма тухсан çырмана шыв ăсма аннă хĕрарăмсем калаçни хăлхана кĕчĕ: «Ак ĕнер юмах каласа паракан хĕрача пырать», — тет пĕри. Çав юмах халь те манăçран тухмасть. Хамăн 90 çулхи юбилее паллă тунă чухне те ăна репетици тумасăрах каласа патăм.
«Кăçатă памарĕ»
Аннен куçĕ начарланчĕ. Атте больницăна
илсе кайсан тухтăр çапла каланă: «Сана кунти
çут çанталăк каймасть. Ăçта çуралнă, çавăн-
та пурăнмалла». Вара хамăр яла, Елчĕк рай-
онĕнчи Таяпана, таврăнтăмăр. Кайран кун-
тах вĕренме пуçларăм. Кашни уяврах эпĕ сце-
на çине тухнă. Ăнсăртран артист пулман эпĕ,
йăлтах çакăнтан пуçланнă. Питĕ халăх умне
тухас килетчĕ.
Анне 40-ре вилчĕ. Атте тепре авланчĕ.
Амаçури анне шутсăр начар çынччĕ. Халь те
пулин ăна ырăпа аса илейместĕп. Атте ыйтни-
пе ăна «анне» тесе чĕнме тытăнтăмăр. Кол-
хоза ĕçлеме каяттăмăр. Амаçури хăйĕн вал-
ли çăмарта пĕçерсе тухатчĕ, капан хыçне лар-
са пытанса çиетчĕ. Шăллăмпа иксĕмĕре па-
мастчĕ. Ăçтан лайăх пултăр-ха вăл? Шутсăр
выçă ÿснĕ. Хĕл каçнă çĕр улмие çуркунне кол-
хоз хирне тухса пуçтараттăмăр. Ăна çуса тасат-
са крахмал икерчи пĕçерсе çиеттĕмĕр. Эпир
кăна мар, пурте çапла çÿретчĕç. Вăрçă вăхăчĕ,
никам та тутă пурăнман. Çумăр çусан тĕнче-
ре çук савăнăç — карта кăмпи тухатчĕ. Алапа
çырма пулли тытаттăмăр. Çулла аптăраман,
çимелли пулнă. Аттене вăрçа илсе кайрĕç, ан-
чах сывлăхĕ начаррипе вăл таврăнчĕ.
Тăван мар анне хăйĕн валли апат лайăх
хатĕрлетчĕ, пире начар усранă. Эпир ăна чăр-
мантарнăран килтен «тасатасшăн» тăрăшрĕ.
Атте чирлерĕ, больницăра выртрĕ. Вăл мана
Шупашкарта пурăнакан аппа Мария патне кай-
са вырнаçма, хулара вĕренме хушрĕ. Аппа-
на вăрçăран мобилизациленĕччĕ, вăл мили-
цире ĕçлетчĕ. Хĕлле урана тăхăнмалли çук.
Амаçурин икĕ мăшăр кăçатă: пĕри — çĕнни, те-
при — кивви. Эпĕ çăпатапа çÿретĕп. Йĕре-йĕре
ыйтсан та памарĕ. Анне пулсан апла хăт-
ланмĕччĕ ĕнтĕ. Çапла 7-мĕш класс хыççăн ху-
лана тухса кайрăм, Шупашкара çула май кая-
кансемпе ларса килтĕм.
Черетре тăнă чух
Аппа правительство çуртĕнче ĕçлетчĕ. Вăл
пурăнакан общежитие мана кĕртмерĕç. Ачал-
лă хĕрарăмпа Дусьăпа паллаштарса ун пат-
не вырнаçтарчĕ. Дуся аппа шкулта техничкăра
ĕçлетчĕ, унăн 6 уйăхри пепке Зоя пурччĕ. Ду-
сьăн упăшки çукчĕ. Унăн ачине пăхнăшăн вăл
мана хăйĕн патĕнче усрарĕ. Пÿлĕмĕ 9 тăваткал
метр чухлĕччĕ. Зоя халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ.
Эпĕ 3 çул ача пăхса пукан çинче çывăрса пу-
рăнтăм. Пукан урисене куçасран çыхаттăм та
вырăн тăваттăм. Дуся аппа мана пĕртен-пĕр
хутчен ясмăк яшки çитернĕччĕ, уншăн та ĕмĕр
тăршшĕпе сăмахларĕ. Ялтан апат-çимĕç илсе
килсен кăна пĕрле ларса çиеттĕмĕр. Манăн
апат-çимĕç пĕтсе çитсен — уйрăмшар. Мана
çи-пуç илсе паман, калушпах хĕл каçрăм. Çамрăк
чухне шăннăран халĕ урасем ыратаççĕ. Ăшă
кĕтесшĕн те савăннă. Яла пĕрех каяс килмен.
Эпĕ хулана вĕренме килнĕ вĕт. Коопераци тех-
никумне вĕренме кĕтĕм, диплом илтĕм. Анчах
ку профессипе пĕр кун та ĕçлемен. Манăн ай-
ван пуçăмран артист пулас ĕмĕт тухман. Дуся
аппан пĕртăванĕн хĕрĕ хулана вĕренме килсен
мана пÿлĕмрен кăларса ячĕç.
Лавккара черетре тăнă чухне хĕрсен
калаçăвне хăлхана чикрĕм. Вĕсем артиста
вĕренме кĕмешкĕн экзамен парассине сÿтсе
яватчĕç. Тĕпчесе пĕлтĕм те К.В.Иванов ячĕллĕ
Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çумĕ-
нчи студие вĕренме кĕмешкĕн кайма шухăшла-
рăм. Библиотекăна экзамена хатĕрленме кай-
нă. Çавăнта хамăн пулас упăшкана Станислав
Айзмана пĕрремĕш хут куртăм. Вăл та экзамена
хатĕрленме кĕнеке илме пынă. «Авлану» дра-
ма сыпăкне вĕренесшĕн иккен.
Станислав — паллă драматургăн Николай
Айзманăн ывăлĕ. Ашшĕ ăна хăйĕнпе пĕрле чă-
ваш драмтеатрне илсе çÿренĕ. 13-рех Станис-
лав чи çамрăк артист пулса тăнă, спектакль-
сенче вылянă, гастрольсемпе ялсене çÿренĕ.
Экзамен памашкăн 60 çамрăк пуçтарăннăччĕ.
Мана та, Станислава та театр студине вĕрен-
ме йышăнчĕç.
Пултарулăхĕ — ачасем валли
Вера Голубевăн пултарулăх биографийĕ
1947 çултан пуçланать. 19-та чухне ăна респу-
бликăри колхоз театрĕн труппине йышăннă.
Йĕпреçре колхоз театрĕнче вылянă.
Станислав Айзман 1949 çулта çара кайнă,
Казахстан чиккине хуралланă. Салтакран тав-
рăнсан ăна ашшĕ театра артиста чухăн пур-
нăç кĕтет тесе артист ĕçĕнчен пăрăнма ÿкĕте
кĕртнĕ. Каччă ăна итлесе завода вырнаçнă. Ан-
чах юлташ-артистсем ăна пурпĕрех колхоз те-
атрĕн сцени çине илĕртсе тухнă. Ун чухне те-
атр Шупашкартах пулнă, труппа ялан тенĕ пе-
кех гастроле çÿренĕ. Артист, театр админи-
страторĕ пулнă май Станислав ир-ирех тăр-
са колхоз председателĕ уя тухса кайиччен
каçхи спектакль пирки калаçса татăлма кĕнĕ.
Вăрçă хыççăнхи ялсенчи халăхăн артистсене
тÿлемешкĕн укçа пулман. Вĕсене вылянăшăн
çăмарта, сĕт, çĕр улми панă. Малалла вулас...