Комментари хушас

16 Юпа, 2018

Театрти премьера: кам вăл Аттила?

Гунсен патши. Хăçан çурални те паллă мар. Историксен шухăшĕпе — пиллĕкмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче. Унтанпа 1 пин те 500 ытла çул иртсе кайнă, анчах паян пурăнакансене канăçсăрлантарать, хăй патне туртать. Чылай халăх — казахсем, венгрсем, кăркăссем, ыттисем — ăна хăйсен тăхăмĕ тесе шутлаççĕ. Тен, Римшăн вăл аркатакан пулнă, анчах ыттисем хăйсене пĕрлештерекен тесе ырланă. Мĕн чухлĕ вăхăт иртет, Аттила пирки çавăн чухлĕ юмах-халап çуралать.

Кĕçех тепри кун çути курĕ. Çапла тума пулăшаканĕ — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртекен балет премьери. Ячĕ те çакна ĕнентерет: «Аттила — халап çурални».

Çĕнĕ ĕç пирки театр директорĕ Валерий Клементьев, Данил Салимбаев балетмейстер, Валентин Федоров художник, музыка ертÿçи тата дирижер-постановщик Сергей Кисс, çавăн пекех Андрей Галкин композитор каласа кăтартрĕç.

Тĕнчере халиччен Аттилăна халалланă балет çук-ха, опера — пур. Çавăнпа пирĕннисен ĕçе пĕтĕмпех хăйсене шанса пуçăнма тивнĕ. Ку енĕпе вĕсем ăсчахсемпе тĕл пулса калаçнă, истори кĕнекисене шĕкĕлченĕ. Данил Салимбаев та, Сергей Кисс та Андрей Галкинăн кĕвĕ-çемми уйрăмах илемлĕ, пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Вăхăт-вăхăт кĕвĕ-çемĕ майĕпе маларах палăртнă вăл е ку пулăма урăхлатма та тивнĕ иккен. Çапла туни, вĕсен шухăшĕпе, спектакле вăйлă витĕм кÿрет—мĕн. Пирĕн, куракансен, премьерăна чăтăмсăррăн кĕтмелли çеç юлать çав.

Çĕнĕ ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе тивĕçнĕ укçапа лартнă.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: 
Теги: