Картишре — павлинсемпе фазансем
Зоопаркра çеç сайра тĕл пулакан кайăк-кĕшĕке курма май пур тетĕр-и? Йăнăшатăр! Вĕсен илемĕпе киленес тесен Каçал тăрăхĕнчи Асанкассине çул тытмалла çеç. Карсуновсен картишĕнче 100 тĕрлĕ ытла кайăк хÿтлĕх тупнă. Темиçе тĕрлĕ павлин патша пек пуçне каçăртса мăнаçлăн утать, çичĕ-сакăр тĕслĕ фазансем куçа йăмăхтараççĕ. Кунсăр пуçне цесарка, хир чăххи, хур-кăвакал, индокăвакал пур. Вĕсен хуçи Андрей кашни тĕсĕпе хапăлласа паллаштарчĕ.
Сайра тĕл пулаканнисене усрасшăн
Кайăксенчен ытларахăшĕ уйрăм вольерта мăшăрлăн кун кунлать, вĕсене çапла туянаççĕ. Андрей усраканнисенчен нумайăшĕ — инкубаторпа кăларнисем. Ку хатĕре каччă виçĕ-тăватă çул каялла туяннă. «Индокăвакал ами пурччĕ, çăмарта тăватчĕ. Анчах пурне те пусса лармастчĕ. Вĕсене тата туяннă çăмартасене инкубатора вырнаçтартăм. 30-40 чĕпĕ тухрĕ ун чухне, пурне те пăхса çитĕ-нтертĕм. Путене ĕрчетес ĕмĕте те пурнăçларăм: унăн çăмартисене те туянтăм. Ку кайăк сивве чă-тайманран, ăшша кăмăлланăран çулла çеç çитĕнтертĕм. Путене çăмарти уйрăмах ачасемшĕн усăл-лă. Çывăх вăхăтра ăна каллех туянасшăн. Читлĕхĕсем хатĕр ĕнтĕ», — каласа кăтартрĕ 27-ри яш.
Ачаранах çут çанталăкпа, чĕрчунсемпе тата кайăк-кĕшĕкпе кăсăкланнăскер биологи предметне кăмăлланă. Пĕррехинче хурт- кăпшанкă пухассипе те палăрнă: 300 ытла шăна-пăванпа кăткă- нăрра пуçтарса типĕтсе кантăклă рама ăшне вырнаçтарнă. Вĕсен йышĕнче сайра тĕл пулаканнисем те пулнă-мĕн. Ун чухнех кукашшĕпе пыл хурчĕсене пăхма вĕреннĕ каччă. Темиçе вĕллешĕн хăех яваплă пулнă. «Мăн кукаçи, кайран кукаçи пыл хурчĕсем усранă. Халĕ ку ĕçе эпĕ малалла тăсатăп», — терĕ Андрей. Ялта тĕпленес шухăш та çакăнтанах пуçланнă. Çемьере кĕçĕнни пулнăран йĕкĕте ашшĕпе амăшĕ те тăван килтех тĕпленме сĕннĕ. Хуçалăха пысăклатма тĕллевленĕ яш кăвакал тата путене çеç ĕрчетнипе лăпланман. Кĕçех Карсуновсем патĕнче фазансене те курма май килнĕ. «Çак кайăк тÿрех кăмăла кайрĕ. Каларăм ĕнтĕ: вĕсен тĕрлĕ тĕсĕ пур. Эпĕ сунар фазанĕн çăмартисене туянтăм, вăл чи анлă сарăлни-тĕр. Чĕпсем тĕрĕс-тĕкелех тухрĕç, йĕркеллех хĕл каçартăм. Кăçал пуçласа çăмарта турĕç», — тăсăлчĕ малалла калаçу. Ку кайăкăн ытти тĕсне те, сăмахран, патша, ахах- мерчен, ылтăн-лимон тĕслĕ фазана тытать каччă.
Сивĕрен хÿтĕлет
Сайра тĕл пулакан кайăксене Чăваш Енре ĕрчетекенсем сахал мар, çавăнпа çăмарта туянасси кăткăслăх кăларса тăратмасть. Ытларах чухне кайăк-кĕшĕк усракансем вĕсене пĕр-пĕринпе ылмаштараççĕ. Андрейăн хальлĕхе виçĕ тĕрлĕ павлин мăшăрĕ çеç-ха, ыттисене каярахпа туянасшăн. «Арлекино» тата «Яванский» ăратĕнчисене усрас ĕмĕтлĕ. Юлашки питĕ сайра тĕл пулаканни шутланать, йÿнех мар. Пĕр павлин çăмарти сахалтан та — пĕр пин тенкĕ. Фазансенне 200-300 тенкĕпе е йÿнĕрех сутакан пур», — ăнлантарчĕ кайăксене кăмăллаканскер. Икĕ çул каялла — цесарка /Африка чăххи\, кăçал хир чăххи çамрăк фермерăн картишĕнче хÿтлĕх тупнă. Цесарка çăмарти час пăсăлаканскер мар-мĕн, çур çул ытла та усранма пултарать. Ахăртнех, ку хуппи хулăн пулнипе çыхăннă. Сăмах май, Андрей каланă тăрăх, фазан çăмартин тути чăхăнни евĕрех темелле, кăштах путененнинне аса илтерет. Малалла вулас...