Нина ЦАРЫГИНА. Андрей КАРСУНОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

11 Юпа, 2018

Картишре — павлинсемпе фазансем

Зоопаркра çеç сайра тĕл пулакан кайăк-кĕшĕке курма май пур тетĕр-и? Йăнăшатăр! Вĕсен илемĕпе киленес тесен Каçал тăрăхĕнчи Асанкассине çул тытмалла çеç. Карсуновсен картишĕнче 100 тĕрлĕ ытла кайăк хÿтлĕх тупнă.