Шупашкарта — велоспортсменсем
Вырсарникун Шупашкарта маунтинбайк велокросс енĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăрту иртĕ.
Велочупу маунтинбайк аталанăвĕн центрĕнче иртĕ. Спортсменсем ÿсĕме кура пайланса тупăшĕç: 13-16 çултисем, 17-18 çултисем, 19 çул тултарнисем. Ăмăртăва хутшăнакансен çăмăл мар дистанцие парăнтарма тивĕ. Пĕр çаврăм тăршшĕ — 2,5-3,5 километр. Кĕске тăвайккисемпе техника чăрмавĕсене пула трассăна пысăк хăвăртлăхпа парăнтарма май пулĕ.
Ăмăрту 10 сехет те 30 минутра уçăлĕ. 11 сехетре пĕрремĕш старт пулĕ. Курас текенсене тÿлевсĕрех кĕртĕç.