Комментари хушас

17 Авăн, 2018

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вăрçă ветеранĕ пĕр ĕмĕр урлă каçнă

Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан Елизавета Матвеевна Матвеева ĕнер çуралнă кунне паллă тунă. Вăл шăп та лăп 100 çул тултарнă.

Пĕр ĕмĕре çитнĕ ятпа ăна райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — хула тăвас ĕç тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ О.В. Кучук, Сĕнтĕрвăрри хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Б. Гладкова, халăха социаллă пулăшу паракан уйрăмăн пуçлăхĕ О.И. Львова тата районти ветерансен канашĕн председателĕ Л.И. Федорова саламланă.

Чăннипех те, Елизавета Матвеевна нумай йывăрлăха чăтса ирттернĕ, çапах нихăçан та алă усман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер 2-мĕш Украина фронтĕнче тата 23-мĕш чукун çул блокĕнче çапăçнă. Ефрейтор-связист пулнă харсăрскер. Çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна 3-мĕш степенлĕ Мухтав орденĕпе тата юбилей медалĕсемпе наградăланă.

Теги: