Пĕр ĕмĕр тантăшĕ
Вăрнар районĕнчи Пăртасра пурăнакан Агриппина Трофимова кăçал çулла 100 çул тултарнă. Пурнăç йÿççине самай ас тивнĕскер çак çула çитессе нихăçан та шухăшламан.
— 100 çеç мар, 200 те пурăнса кайрăм пулĕ ĕнтĕ, — шÿтлет Агриппина Егоровна хăйне сумлă юбилей çинчен аса илтерекенсемпе.
Ачалăхĕ, вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи йывăр тапхăрсем чĕринче тарăн йĕр хăварни сисĕнет: çав çулсене ытларах аса илет вăл.
— Çĕнтерĕве ялти çынсемпе пĕрле ĕçлесе çывхартнă. Сăр хĕррине окопсем чавма кайрăмăр, арçынсемпе тан вăрман кăлартăмăр. Эрни-эрнипе выçăллă-тутăллă тăрмашаттăмăр. Пĕррехинче кĕсьене пĕр пĕчĕк касăк çăкăр чикнĕччĕ. Хырăм çатăрр! выçса кайрĕ. Кĕсьене вара тавăрсах тĕрĕслеççĕ. Эпĕ пĕртен-пĕр чĕлле алăра çавăркалатăп. Кăтартма хатĕрленсе кĕсьене уçнă май вăл ăнсăртран алăран тухса ÿкрĕ. Тĕрĕслекен мана намăсланатарас темерĕ — нимĕн те чĕнмерĕ, пăрăнса утрĕ, — аса илчĕ иртнĕ кунсене ватă. Малалла вулас...
Светлана ЧИКМЯКОВА.