Комментари хушас

Укçа-тенкĕпе ĕçлекенсем — Чăваш Енри финансистсем — паян професси кунне паллă тума Шупашкара пухăнчĕç: Оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă уяв уçăлчĕ.
Финансист кунĕ — Раççейре патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ чи çамрăк уявсенчен пĕри. Укçа-тенкĕпе çыхăннă специалистсен професси кунне РФ Президенчĕн 2011 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнчи Указĕпе авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче паллă тума йышăннă. Çак куна суйласа илни ăнсăртран мар. Вăл I Александр император 1802 çулта çак кун Раççейре Финанс министерствине туса хурассине çирĕплетекен документа алă пуснипе çыхăннă.
Финансистсем професси кунне кăçалхипе саккăрмĕш хут паллă тăваççĕ. Паян Оперăпа балет театрне уява пухăннă финанс органĕсен специалисчĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Леонид Черкесов саламларĕç, ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене патшалăх наградисемпе чысларĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн финанс лару-тăрăвĕпе, юлашки вăхăтри çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ.
Финансистсен уявĕ нихçанхи пек мар, çĕнĕлле иртрĕ. Шут ăстисем КВН конкурсĕсене хутшăнчĕç. "Кейсистемс", "Три финансиста", "ВТБ", "Сберчинки" командăсем укçа-тенкĕ шутлама пĕлнине çеç мар, юрлама-ташлама та, шÿтлеме те пултарнине кăтартса пачĕç.
 

 

Валентина БАГАДЕРОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: