Шупашкарти ача-пăча реабилитаци центрĕнче автохула уçăлчĕ
Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшу кÿрекен фонд тата KIA MotorsRus компани «Чарусăр куçăм патне!» пĕрлехи проекта пурнăçа кĕртеççĕ. Çавна май çулталăк вĕçлениччен çĕршыври 5 хулари — Шупашкарти, Волгоградри, Калугăри, Кемĕрти, Курскри — ача-пăча ятарлă учрежденисем автокомплекспа пуянланĕç. Çак эрнере Шупашкарти ача-пăча реабилитаци центрĕнче автохула уçăлчĕ.
Вăл сусăр ачасене çул-йĕр йĕркине вĕрентме, урамра хăйсене ирĕклĕ тытма пулăшĕ. Раççей Федерацийĕн 43 субьектĕнче çакнашкал автокомплекс, вĕренÿ пÿлĕмĕсем ĕçленине каласа хăвармалла. Пÿлĕмре вырнаçтарнă автокласра кÿмери ачасем çăмăллăнах куçса çÿреме пултараççĕ. Унта автомобильпе çÿренине евĕрлекен автотренажер, стендсем, мультимедиа тата вăйă оборудованийĕсене вырнаçтарнă.
Автохула инфраструктури çул-йĕр условийĕсене çывăх. Унта светофор та, чарăну та, каçă та пур. Унăн «урамĕсемпе» автомобиль рулĕ умне ларнă водительсем, велосипедпа ярăнакансем иртсе çÿреççĕ, ачасем хăйсемех çул çÿрев инспекторĕн ĕçне пурнăçлаççĕ.
ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшу кÿрекен федераци центрĕ Чăваш Енпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ. Çак тытăм юлашки 3 çулта кăна тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 9 миллион ытла тенкĕ укçа хывнă. «Ачасен шанăç телефонĕ» уйрăмах ăнăçлă ĕçленине палăртмалла: специалистсем 8 çулта 95 пин ытла шăнкăрав йышăннă, тĕрлĕ ыйту хуравне тупма пулăшнă.
Республикăри ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина ашшĕ-амăшне те çул-йĕр йĕркине аса илмеллине каларĕ. Урама тухсан аслисен те асăрхануллăрах пулмаллине, ывăл-хĕрне тĕслĕх кăтартмаллине палăртрĕ вăл.
Республикăри ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов юлашки вăхăтра йĕркеленĕ акцисем çинче чарăнса тăчĕ, çул çинче тимлĕхе çухатмалла маррине аса илтерчĕ.
KIA MotorsRus ĕçченĕсем компанишĕн çынсем тата çыхăну йĕркелесси тĕп вырăна пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Вĕсем малашне те ырă пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшĕç.
Шупашкарти ача-пăча реабилитаци центрĕнче сусăрсем çул-йĕр йĕркипе паллашма пуçларĕç ĕнтĕ. Вĕсемшĕн автоцентр чи юратнă вырăнсенчен пĕри пуласси иккĕлентермест.
Лариса РЯБИНИНА, Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă центр пуçлăхĕ:
— Çакнашкал автокомплекс социаллă пур центра та кирлĕ. Эпĕ хам та çул-йĕр паллисене аса илсе тăратăп. Çак проект витĕмĕпе ачасем инкеке лекнĕ тĕслĕх сахалланасса шанас килет.
Ирина ВОНИФАТЬЕВА, сусăр ача амăшĕ:
— Реабилитаци центрĕнче сипленекен ачасене çул çинче хăйсене ирĕклĕ туйма май туса пани куç кĕрет. Çакăнта вĕрентни хĕрĕме Марийăна пурнăçра кирлĕ пулĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.