Комментари хушас

13 Авăн, 2018

Ăмăрту уяв пекех

Нумаях пулмасть «Спартак» тата «Çамрăк спартаковец» ăмăртусем иртнĕ. Вĕсем аэробикăна кăмăллакансемшĕн чăн-чăн уява çаврăннă.

«Спартак» спорт шкулĕнче Мускав, Тутарстан, Чулхула, Ульяновск, Ярославль, Тюмень, Шупашкар спортсменĕсем пухăннă. Çĕнтерÿ патне 6-18 çулсенчисем тата аслăраххисем талпăннă. Ăмăртусем 8 номинаципе иртнĕ: хĕрарăм тата арçын кăтартăвĕсем, «хутăш мăшăр», «трио», «ушкăн», «гимнастика платформи», «пысăк ушкăнсем».

Чи кĕçĕннисенчен Анастасия Сидняева тата Максим Никифоров малти вырăна тухнă.\9-11 çулсенчисен хушшинче Анна Соловьева, Анастасия Покровская, Софья Разумеева, Владимир Александров, Валерий Тестов тата Тимофей Никифоров çĕнтернĕ. Полина Филиппова Алексей Токмановпа «хутăш мăшăр» номинацире ылтăна тивĕçнĕ. 12-14 çулсенчи Дарья Красновăпа Артем Васильев харпăр хăйсем тĕллĕн те, мăшăрпа та чи маттуррисем пулнă.

Икĕ кунра Чăваш Ен пухмачĕ 21 ылтăн, 22 кĕмĕл, 27 бронза медальсемпе пуянланнă.

 

Рубрика: