Комсомольскисем - уяв хуçисем
Республика кунне ку таранччен Шупашкарсăр пуçне Етĕрне, Шăмăршă, Елчĕк, Канаш, Куславкка, Вăрмар, Йĕпреç, Патăрьел районĕсем тата ытти вырăнта паллă турĕç. Культура çулталăкĕнче вара çак чыса Комсомольскисем тивĕçрĕç.
Кунта халĕ ĕç вĕресе тăрать: сала çыннисем çурт-йĕр çывăхне тирпей-илем кÿртеççĕ, чечек лартаççĕ, çул-йĕр ăстисем тротуарсене, урам хушшипе иртекен асфальт çула тикĕслеççĕ, строительсем тĕп паркри картасене юсаççĕ.
Республика кунĕнче Комсомольские хăнасем таçтан та килсе çитĕç. "Намăс курмалла ан пултăрччĕ, пирĕн пирки вĕсем лайăх кăмăлпа çеç аса илччĕр", - теççĕ район ĕçченĕсем.