Комментари хушас

30 Çурла, 2018

Самолет та чавса кăларнă

Пĕтĕм тĕнчери «Волхов фрончĕ. Чудово» шырав экспедицине хутшăнмашкăн пирĕн республикăри 25 хастар — Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕн отрячĕ, Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕн «Наследие», Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкулти «Прометей», Улатăрти 9-мĕш шкулти «Стрелец» отрячĕсем — çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче çула тухнă. Çак кунсенче вĕсем тăван тăрăха таврăннă.

Пĕрремĕш медальон...

— Палăртнă вырăна çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен, ытти çĕршывран 600-е яхăн çын çитнĕ. Новгород облаçĕнчи тĕрлĕ вырăнта шырав ирттертĕмĕр. Малтанах пире, экспедицие пĕрремĕш хут тухнисене, пĕр эрне вĕрентрĕç. Ĕç вăхăтĕнчи хăрушсăрлăха пăхăнмаллине, шыравра усă курмалли тĕрлĕ инструментпа паллаштарчĕç. Пирĕн шкул отрячĕ Узбекистанран, Таджикистанран, Кăркăсстанран, Беларуçран, Эстонирен, Мордва Республикинчен килнĕ хастарсемпе ĕçлерĕ. Çумăрлă çанталăка пăхмасăр тăмлă-пылчăклă тăпрана ала витĕр кăларнă пек шырарăмăр хăрушă вăрçăн йĕрĕсене. Хамăн пурнăçра эпĕ те пĕрремĕш хут медальон тупрăм. Ăна алла тытсан малта-нах ĕненмерĕм. Нивушлĕ эпĕ тупрăм-ши тетĕп. Çан-çурăм тăрăх сивĕ чупрĕ, — каласа кăтартрĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Вален-тина Филиппова, ачасемпе пĕрле çула тухнăскер.

Тăпрана пĕрчĕн-пĕрчĕн

Çĕр-çĕр çын тар тăкнă. 190 салтакăн шăм-шаккине, çĕр айĕнчи самолета чавса кăларнă вĕсем. 6 метртан кăлармашкăн темиçе кун ăшталаннă шыравçăсем. Хальлĕхе палăртнă тăрăх, 11 медальон экспертизăна çитнĕ.
"Наследие" шырав отрячĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнипе çул тăкакĕсене саплаштарнă. Палатка, ытти хатĕр-хĕтĕр туяннă. Экспедицие çитнисем валли пурăнмашкăн услови йĕркеленĕ.
Вăрмансене, траншейăсене саланнă отрядсем тупнă шăмăсемпе вырăнти антропологсем ĕçленĕ. Валентина Анатольевна каласа кăтартнă тăрăх, ĕçленĕ вăхăтра хырăм выçнине те туймастăн. Кăнтăрла иртни 1-2 сехетсенче кăна апатланнă вĕсем. Çимешкĕн лагерьте хатĕрленĕ апата пĕрле чиксе тухнă. 30-40 минут та хаклă-çке пархатарлă ĕç пурнăçланă чухне. Ирхи 9 сехетрен каçхи 5-6-ччен тăрмашнă. Аслăрах ÿсĕмрисем, студентсем шкул ачисенчен те юлса ĕçленĕ. Ĕшенсе таврăннăскерсем тÿрех тăсăлса выртман- ха — тĕрлĕ мероприяти, командирсен пухăвĕ куна малалла тăснă. 600-е яхăн çынна пĕрлештерекен кашни отряд валли душ, туалет кабинисем, хуран çакса кăвайт çинче пĕçернĕ апат та килĕшнĕ шкул ачисене.
Шырав вăхăтĕнче 3 кун чарăнмасăр çумăр çунă. Малтанхи кун чавса хăварнă траншейăна тепĕр ирхине пынă тĕле шыв тулнă. Шыравçăсем ăна витрепе ăсса тăкнă. Салтак шăмми патне кĕреçепе чавса çитсен чарăнмалла, малалла çĕçĕпе асăрханса ĕçлемелле. Аслăраххисем кăларса тăракан тăпрана шкул ачисем пĕрчĕн-пĕрчĕн суйланă — медальона тупма çав тери йывăр вĕт. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.