Елена ЛУКИНА. Çĕнĕ Мăратри отрядăн архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

30 Çурла, 2018

Самолет та чавса кăларнă

Пĕтĕм тĕнчери «Волхов фрончĕ. Чудово» шырав экспедицине хутшăнмашкăн пирĕн республикăри 25 хастар — Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕн отрячĕ, Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕн «Наследие», Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкулти «Прометей», Улатăрти 9-мĕш шкулти «Стрелец» отрячĕсем — çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче çула тухнă. Çак кунсенче вĕсем тăван тăрăха таврăннă.